«Çарăк çемье» программăпа хваттер туяннă
Çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрма е туянма пулăшас тĕллевпе патшалăх мĕн пур майсем туса парать. Акă, кăçалхи август-сентябрь уйăхĕсенче ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикинчи çамрăк çемье” программи вăйра пулчĕ. Октябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне, çак программăпа районти пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе черетре тăракан 10 çамрăк çемье кредит илчĕç. Вĕсенчен пĕри - Хĕрлĕ Чутай салинчи Наташăпа Юра Сезяйкинсем. Çамрăк мăшăр патшалăх панă укçа-тенкĕпе Çĕнĕ центрта хваттер туяннă.
Сезяйкинсен çемйине илес пулсан, Наташа Шупашкар хулинче экономика институтĕнче IV курсра куçăмсăр майпа вĕренет. Юра вара “Буревестник” комбинатра технолог тивĕçĕсене пурнăçлать. Мăшăр пĕр хĕр ÿстерет.