Сывлăх хуралĕн хисеплĕ çынни
“Ĕмĕр сакки сарлака”, - теççĕ халăхра. Вăл, чăнах та, çапла. Çын хăй ĕмĕрĕнче мĕн кăна тÿссе ирттермест-ши; Пурнăçра вара хуйхи-суйхине те, асап-тертне те самаях тутанса пăхма тивет. Çакă уйрăмах Аслă вăрçă умĕн, çав вăхăтра тата хыççăн çуралнă çынсене пырса тивет. Вĕсем пурнăç йывăрлăхĕсене тÿссе ирттерсе, таса чун-чĕрепе ĕçлесе пурăнса чыс-хисепе тивĕçлипех çĕнсе илнĕ. Акă, Тури Çĕрпÿкассинче пурăнакан Ольга Порфирьевна Герасимована та ырăпа асăнмалла. Сăпайлă, кăмăллă хĕрарăм 82 çула çитрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те ăна ялта ватти-вĕтти те хисеплесе Ольга Порфирьевна тесе чĕнет.
Нушаллă вăхăтра çуралнипе пурнăç пĕрре те çăмăл килмен унăн. Шкулта вĕреннĕ, медицина профессине алла илнĕ. 1940 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех сывлăх хуралĕнче тимленĕ. Вăрçă çулĕсенче, ун хыççăн та ялсенче медицина пулăшăвĕ лайăх пулнă теме çук, специалистсем сахал пулнă, эмелсем те хальхи пек çитсе пыман. Медицина сестрисене ĕçлеме питех те йывăр килнĕ. Чирлисене тĕп больницăна çитерме йывăр пулнă: çул-йĕр япăх, техники çук. Ялти фельдшерăн пушшех те канăç çук. Урамра шартлама сивĕ-и е çил-тăман-и, чăтмалла мар шăрăх-и е çумăр çапса çăвать-и, ир е каç-и - Ольга Порфирьевна пулăшăва васканă, çын пурнăçне çăлса хăвармалла-çке, ăна шанаççĕ, ăна кĕтеççĕ. Вăл килти ĕçе пăрахса, ĕç хатĕрĕсене йăтса çынсен сывлăхне çăлассишĕн утса мар, чупса çÿренĕ. Çапла О.П. Герасимова пĕр хушă Пантьăкри фельдшер пунктĕнче ĕçленĕ, унтан чылай çул Тури Çĕрпÿкасси, Анат Çĕрпÿкасси, Хурашаш, Акташ ялĕсенче пурăнакансен сывлăхĕсемшĕн ырми-канми тимленĕ. Хăйĕн профессине чунтан юратнăран, вăл хăйне халăх сывлăхĕшĕн яваплă туйнă, утса-тухса çÿрейменнисем патне час-часах киле çÿренĕ, тин çеç çуралнă пепкесемшĕн питĕ сыхă тăнă. Чирлисене сипленипе пĕрлех Ольга Порфирьевна халăх хушшине тăтăшах тухса çÿренĕ, ăнлантару ĕçĕсене туса пынă. Ахальтен мар ăна темиçе хутчен те ял Совечĕн депутачĕ пулма суйланă. Йывăр та пархатарлă ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн ăна “За доблестный труд” медальпе наградăланă, Хисеп грамотисем те унăн чылай.
Пурнăçăн анлă çулĕнче хуйхи-суйхине те, савăнăç-телейне те ас тивнĕ ветеранăн вара аса илмелли чылай. Мăшăрĕпе, Василий Герасимовичпа (шел те, вăл çĕре кĕнĕ ĕнтĕ), çĕршывшăн усăллă ĕç тăвассине мала хунă, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшнă, дисциплинăна çирĕп пăхăннă, ачисене те çапла вĕрентнĕ. Мăшăрсем пĕр-пĕрне ăнланни, хавхалантарни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пынă. Çавăнпа О. П.Герасимова иртнĕ кун-çулшăн ÿпкелешсе калаçмасть, ачисем çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿснĕшĕн чунтанах савăнать. Герасимовсен çемйи нихăçан та ĕçкĕ-çикĕне мала хуман, пĕтĕм пурнăçне, вăй-халне ырă ĕçсем çине янă.
Тивĕçлĕ канура пулсан та, ĕç ветеранĕ килте алă усса лармасть, ывăлĕпе кинне килти ĕçсене пурнăçлама пулăшать, пахчара тăрмашать, мăнукĕсемпе шăкăлтатса калаçса ларать. Ялта иртекен обществăлла мероприятисенчен юлмасть, шкулта пулакан тĕл пулусене хутшăнать, вĕренекенсене ырă канашсем, сĕнÿсем парать. О.П. Герасимова - паянхи çамрăксемшĕн, чăннипех ырă тĕслĕх.