Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тĕслĕх библиотекăсен йышĕ ÿсет

Питĕркасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн октябрĕн 5-мĕшĕ асра юлмалли кун пулчĕ - Питĕркассинчи вăтам шкулта районти 8-мĕш çĕнĕ тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура хута ячĕç. Паллă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Криков та хутшăнчĕ.

Палăртса хăвармалла, çак кун Пĕтĕм тĕнчери учительсен кунĕпе пĕр килчĕ. Çавна май, район пуçлăхĕ Питĕркассинчи педагогика ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсене, ветерансене ăшшăн саламларĕ, юратнă ĕçе чунпа парăннăшăн тав турĕ, ырлăх- сывлăх, телей, çемьере килĕшÿ сунчĕ. Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Т. Дмитриев шкул директорне А.И.Дерстуганова  коллектива тĕрĕс çул кăтартса ăнăçлă ертсе пынăшăн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Унтан пурте тĕслĕх библиотека уçнă çĕре хутшăнчĕç. Кунта тăрăшакан культура ĕçченĕсем хăнасене ырă йăла-йĕркепе, çăкăр-тăварпа, кĕтсе илчĕç. Хĕрлĕ хăю каснă хыççăн çĕнĕ библиотекăна кĕчĕç, унти çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Библиотека заведующийĕ Г.Ф.Крикова хăнасене çĕнĕ стендсемпе, çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ.

А.И.Криков Питĕркасси ял тăрăхĕнче пурăнакансене çĕнĕ вулавăш уçăлнă ятпа саламларĕ, çакăн пек çĕнĕлĕхсем ялсенче питĕ  кирлине палăртрĕ, мĕншĕн тесен тĕслĕх библиотека пурри хальхи çыхăну хатĕрĕсемпе туллин усă курма та, тĕнчене “чÿрече” уçма та май парать-çке. Çак кунсенчех кунта Интернет çыхăнăвĕ пуласса шантарчĕ вăл.

Уяв ячĕпе саламлакансем, парне тăвакансем чылаййăн пулчĕç. Акă, паллă куна уявлама Питĕркасси тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта “Мостдорстрой-КЧ” предприятийĕн директорĕ пулса ĕçлекен В.Г.Мидушкин парнепе килсе çитнĕ. Ку тăрăхра пурăнакансем, В.В.Егоров (РОСТО председателĕ), Ю.Е.Егоров, М.Ф.Филиппова, З.И.Антонова, А.Н.Михуткина (райадминистрацин социаллă аталану пайĕн специалисчĕ) вулавăша чылай кĕнеке парнелерĕç.

Сăмах май, Питĕркассинчи вулавăшра паянхи куна 8 пин ытла кĕнеке упранать. Тĕслĕхлĕ библиотека уçăлнă ятпа райцентрти тĕп библиотека 285 экземпляр çĕнĕ кĕнеке панă,  унсăр пуçне 132 электронлă кĕнеке çÿлĕксем çинче пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Çĕнелсе улшăннă вулавăша халăх тулли кăмăлпа çÿрессе шанас килет.



"Пирěн пурнăç"
07 октября 2006
00:00
Поделиться