Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Авăн пăтти

Ĕлĕкхи йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе ярассишĕн тăрăшакансене мухтамаллах ĕнтĕ. Аваллăхсăр малашлăх çук. Акă, октябрĕн 3-мĕшĕнче Туктамăшри Культура çуртне ватăсем сахал мар пуçтарăнчĕç, кунта паян Авăн пăтти уявĕ иртмелле. Çавна май, кунта тăрăшакан культура ĕçченĕсем Л.Деведеровапа А.Яковлева, ялти хисеплĕ ватăсем апат-çимĕç сĕтелĕ хатĕрленĕ, пăтă пĕçернĕ.

Палăртнă вăхăт çитсен кунти тĕслĕх библиотека заведующийĕ Л.Деведерова уяв уçăлни çинчен пĕлтерчĕ, хăех ертсе пычĕ. Сăмах май, ĕлĕк-авалах кĕркунне тыр-пула пухса кĕртсен ял-йыш кĕрекене ларнă, хĕрÿ ĕç çи хыççăн каннă, пĕрле юрласа-ташласа савăннă, çĕнĕ тырăран сăра вĕретнĕ, çĕнĕ çăкăра чыс тунă, пăтă çинĕ. Асăннă йăла-йĕркесене çамрăксене вĕрентсе хăварас тесе ирттерчĕç те ĕнтĕ çак уява Туктамăшри аслă ăру çыннисем.

Чăваш халăх юрри «Алран кайми аки-сухи» янăрарĕ. Пухăннисем ăна ура çине тăрса итлерĕç, пĕрле юрларĕç. Любовь Андреевна хăнасене сĕтел хушшине чĕнчĕ, Пăтă уявĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Унтан çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăра чÿклерĕç.

Эй, ырă çĕр амăшĕ,

Çĕршыв санăн,

Çĕрте пиçнĕ хура çăкăр санăн.

Эпир çак çăкăрпа тăранса пурăнатпăр,

Çĕнĕ çăкăр-тăвара асăнатпăр.

Чÿк ирттернĕ хыççăн пурте пуç тайса çăкăра тутанчĕç, унтан пăтта чÿклерĕç, уяв пăттипе сăйланчĕç. Районти культурăпа кану центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçăм» ансамбль (ертÿçи В.Колокольчикова) пухăннисене тăванлăх юррисемпе хавхалантарса пычĕ. Кинемейсемпе мучисем те вырăнти артистсемпе юрласа савăнчĕç, çамрăклăха аса илчĕç.

Пăтă уявне ирттерме пулăшнăшăн ялти ватăсене ырăпа асăнса хăвармалла. Вĕсем - Петрпа Надежда Удяковсем, М.Тихонова, Е.Палейкина, З.Сатлайкина, Р.Морозова тата ыттисем те. Кунти аслă ăру çыннисем, çулсене кура мар, ялта иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартса пыраççĕ. Малашне те çапла пултăр.



"Пирěн пурнăç"
07 октября 2006
00:00
Поделиться