Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тĕслĕх библиотека вулакансене йышăнать

Наука тата илемлĕ литература изданийĕсемпе, электронлă кĕнекесемпе, энциклопедисемпе пуянланнă, компьютер оборудованийĕсемпе çирĕпленнĕ тĕслĕхлĕ библиотекăсен шучĕ районта çичче çитрĕ. Юлашкийĕсем иртнĕ эрне кун Штанашра тата Тури Çĕрпÿкассинче уçăлчĕç. Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И. Криков та хутшăнчĕ.

Тĕслĕхлĕ библиотекăсене уçнă çĕре пухăннă ял çыннисен, çамрăксен, ватăсен, шкул ачисен савăнăçĕ вĕçĕ-хĕррисĕр пулчĕ. Çĕнелсе улшăннă вулавăшсене малтанхипе танлаштараймăн ĕнтĕ. Юсав ĕçĕсен калăпăшĕ те пысăк пулнине палăртас килет. Вырăнти ял хуçалăхĕсем, ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем, культура пайĕнче тăрăшакансем тĕслĕхлĕ библиотекăсене хута ярас тесе нумай пулăшу панă. Çавăн пекех çĕнĕ сĕтел-пукан та, паянхи пурнăçа тивĕçтерекен оборудовани те, çĕнĕ стендсем те шалти хăтлăха ÿстереççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Криков Штанаш, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенче пурăнакансене тĕслĕхлĕ библиотекăсем ĕçлеме пуçланă ятпа саламларĕ, çакă пĕтĕмпех ЧР Президенчĕн Н.В.Федоровăн Указĕсене пурнăçласа тунă республика, район, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пĕрлехи ĕçĕ пулнине палăртрĕ, библиотека заведующийĕсене асăнмалăх парне парса чысларĕ.

Тĕслĕхлĕ библиотекăсем уçăлнă ятпа саламлакансем чылаййăн пулчĕç. Унти вулавăшсен заведующийĕсем Т.Н.Ордикова (Штанаш), Г.А.Кудряшова (Тури Çĕрпÿкасси) савăнăçлă мероприятие пухăннисене библиотекăсен историйĕпе кĕскен паллаштарчĕç, пурне те кĕнекепе туслă пулма йыхравларĕç.



"Пирěн пурнăç"
04 октября 2006
00:00
Поделиться