Гастроном çĕнĕ мелпе ĕçлеме пуларĕ
Районти райпо правленийĕ пĕрмаях суту-илÿ системине çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшать.
Октябрĕн 2-мĕшĕнче çеç вĕсен тăрăшулăхне пула Хĕрлĕ Чутай салинчи гастроном хальхи пурнăç ыйтакан, тавар туянаканăн кăмăлне тивĕçтерме пултаракан мелпе ĕçлеме пуçларĕ. Кĕскен каласан, гастронома тавар туянма пынă çынсем хулари пекех карçынккасем йăтса хăйсене килĕшекен хуть те мĕнле япалана та тытса пăхса суйлама пултараççĕ. Кунта пĕтĕмпех куç умĕнче: тавара хăçан кăларни те, вăл миçе грамм туртни те. Сутуçăсем сана хытă çăкăр парса ярассинчен те шикленмелле мар. Эсĕ тавара куçпа пăхнисĕр пуçне алăпа тытса та тĕрĕслеме пултаратăн. Таварĕсене те, сăмахран, пĕремĕке, малтанласах виçнĕ, ятарлă çÿхе хутаçа тултарнă. Хутаçсем çинче хакĕ те палăрать. Кунтах тем пысăкăш холодильникре миçе тĕрлĕ пулă выртмасть пулĕ; Кăлпассийĕсен те шучĕ çук.
Гастроном малашне самообслуживани (харпăр хăйне пăхни) мелĕпе ĕçленине савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕрте район пуçлăхĕ А.Криков, Чăвашпотребсоюзĕн председателĕ В.Павлов, райпо Канашĕн ертÿçи А.Степанов хутшăнчĕç. Вĕсем пурте суту-илÿ системине çĕнĕлĕх кĕртнишĕн савăннине палăртрĕç, кун пек лавккасем татах та уçăласса шаннине пĕлтерчĕç.
Унтан сумлă хăнасем сентресем çинчи таварсене пăхса çÿрерĕç, хăйсене килĕшнисене туянчĕç.
Чăннипе те, унччен пысăк хуласенче çеç курнă, халĕ хамăр районта та самообслуживани мелĕпе ĕçлекен лавккашăн савăнмалла. Кунти таварсенчен пуян сентресем куçа илĕртеççĕ. Çĕнĕ мелпе ĕçлеме пуçлани тавар çаврăнăшне татах та ÿстерессе, кунта çынсем лăк туллиех пуласса шансах тăратăп.