Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чыс та хисеп сире аслă ăру çыннисем

Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ çитнĕрен, иртнĕ эрне кун районти ял тăрăхĕсенче аслă ăру çыннисем ячĕпе уявсем иртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И. Криков ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакан ватăсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусемпе интересленчĕ, район аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

Октябрĕн 2-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрне ватă çынсем йышлă пухăнчĕç. Кунта Аслă Отечественнăй вăрçă тата ĕç ветеранĕсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем тата хисеплĕ аслă ăру çыннисем Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне паллă турĕç. Уява райадминистрацин пуçлăхĕ А.И.Криков йĕркелесе ертсе пычĕ.

Малтанах уява пухăннисем спорт шкулĕн директорĕ А.М.Никитин йĕркеленĕ спорт вăййисене хутшăнчĕç. Ветерансем, хисеплĕ ватăсем шашкăлла, шахматла вылярĕç, дартс енĕпе тупăшрĕç. Çавăн пекех фойере йĕркеленĕ тĕрлĕ куравсемпе паллашрĕç.

Уява уçнă хыççăн районти Ветерансен канашĕн председателĕ В.И.Немешкин сăмах илчĕ. Владимир Иванович ватăсене кулленхи пурнăçра пăшăрхантаракан самантсем çинчен сăмах хускатрĕ, районта аслă ăру çыннисен пурнăçне çăмăллатас тесе сахал мар ĕç тунине пĕлтерчĕ, Ветерансен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ.

А.И.Криков ватăсене райадминистраци ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, пире телейлĕ те мирлĕ пурнăç туса парассишĕн вăй-хала, пурнăç опытне, чун-чĕре ăшшине хĕрхенменшĕн, район экономикин çирĕп никĕсне хывнăшăн, унăн культурипе социаллă пурнăçне аталантарма çул-йĕр уçса панăшăн пур кăмăлтан тав турĕ. Унтан районти паянхи лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.И.Ярабаева та саламлă сăмах каларĕ. Унтан А.И.Криков 50  тата ытларах çул каялла çемье чăмăртанă мăшăрсене сцена çине чĕнчĕ. Вĕсем: Роза Федоровнапа Александр Степанович Печниковсем (Туктамăш), Мая Павловнапа Иван Тимофеевич Ванюшкинсем (Хĕрлĕ Чутай), Раиса Сергеевнапа Иван Дмитриевич Николаевсем (Мăн Этмен). Вĕсем çур ĕмĕр ытла пурнăçăн çăмăл мар сукмакĕпе алла-аллăн утса, пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Уява пухăннисем вĕсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç, парнесем парса чысларĕç. Спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннисене те манмарĕç. Акă, шахматла выляссипе М.И. Федоров (Пантьăк) пултарулăхпа палăрчĕ, шашистсенчен малти вырăнсене В.И. Тверсков (Хĕрлĕ Чутай), М.И. Майоровская (Уйпуç) йышăнчĕç. Дартс тупăшăвĕнче А.В.Власовпа (Яманкасси) П.Б.Кудряшова (Çĕн Ирчемес) хастар пулчĕç. Анат Чутайра пурăнакан Е.П. Иваницкая 88 çулта ĕнтĕ. Вăл та дартс енĕпе иртнĕ кĕрешĕве хутшăнчĕ. Ăмăрту çĕнтерÿçисене пурне те уяв парни тивĕçрĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ курава хутшăннă ватăсене те  парнепе чысларĕç.

Уява культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем тăсрĕç. Вĕсем савăнăçлă юрă-кĕвĕпе ватăсен кăмăлне çĕклерĕç.



"Пирěн пурнăç"
04 октября 2006
00:00
Поделиться