Çăмăл автомашинăсен ăмăртăвĕ иртрĕ
Иртнĕ эрне кун, сентябрĕн 29-мĕшĕнче, районта автодром территорийĕнче халиччен нихăçан та пулман, тахçанччен асра юлакан çăмăл автомашинăсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Вăл районти РО РОСТО (ДОСААФ) ĕçченĕсем йĕркеленипе пулчĕ. Тупăшăвăн тĕллевĕ мĕнлерех-ха; Чи малтанах ĕнтĕ ку çăмăл автомашинăсен спортне аталантарасси, водительсен ăсталăхне ÿстересси.
Ăмăртура ВАЗ-2101- 2107 маркăллă, çуллахи урапасем лартнă çăмăл машинăсем хутшăнма ирĕк илнĕ. Чи малтанах соревнованине хутшăнакансем транспортпа çÿреме «В» категори пуррине, медицина справкине, хăйсен машинисене кăтартрĕç. Судья старт пуçланнине пĕлтерсен водительсен тĕрлĕ хăнăхтарусене пурнăçласа хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма тиврĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах пулчĕç вĕсем. Уйрăмах Владимир Бронюковпа Алексей Михуткин çăмăл автомашинăпа аван çÿреме пултарнине çирĕплетсе пачĕç.
Кашни водителĕнех çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пĕлмелле. Ăмăртăва хутшăннисем те çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене мĕнле пĕлнипе экзамен тытрĕç. 10 минут хушшинче вĕсен 10 ыйтăва тĕрĕс хуравлама лекрĕ. Кунта В.Бронюков лайăх кăтартупа палăрчĕ.
Çапла майпа, çăмăл автомашинăсен чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăна В.Бронюков тухрĕ, телевизор çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна тухнă А.Михуткин магнитофона тивĕçрĕ. Виççĕмĕш - Н.Казаков, ăна та парнепе хавхалантарчĕç. Палăртмалла, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе РО РОСТО тивĕçтерчĕ.
Çăмăл автомашинăсен ăмăртăвне хутшăннă водительсен ăсталăхне РО РОСТО ертÿçи В.Егоров, Н.Патрикеева, М.Бронюков, Г.Падюков, Ю.Егоров кунти ĕçченсем, спорт шкулĕн директорĕпе А.Никитинпа унти тренер-преподаватель В.Дадюков, ГИБДД инспекторĕ А.Майоров хакларĕç.
РОСТО организацин ертÿçи В.Егоров çăмăл машинăсен чемпионатне тепĕр çул та ирттерме палăртнине, унта хутшăнакансен хисепĕ ÿсессе шаннине пĕлтерчĕ.
Водительсен çул çинчи тимлĕхне ÿстерекен, вĕсен ăсталăхне тĕрĕслекен ăмăрту юлашки пулмасса эпĕ те шансах тăратăп.