Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вьетнам хăни - Мишеркассинче

Кăçалхи çулла тăван тавралăхра канма питех те меллĕ пулчĕ. Ăшă та хĕвеллĕ кунсенче Сăр юханшывĕ хĕрринче тăван яла ашшĕ-амăшĕ патне килнĕ ентешсене самаях курма тиврĕ...

Мишеркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Николаевич Храмов Вьетнам Республикинче пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ тухтăр пулса ĕçлет. Çак хушăра вăл аслă категориллĕ врач ятне тивĕçнĕ. Чăваш тухтăрне Раççей тата Вьетнам çыннисем хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлнишĕн, пациентсемпе сăпайлă пулнишĕн хисеплеççĕ. Кăçалхи март уйăхĕнче, Медицина ĕçченĕсен кунĕнче, Валерий Николаевича  Вьетнамри Сывлăха сыхлас ĕç министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Нефть тата газ кăларас тĕлĕшпе ĕçлекен пĕрлехи «Вьетсовпетро» предприятин медицина пулăшăвĕ паракан центрĕ Вунг Тау хулинче вырнаçнă. Кунта икĕ халăх тухтăрĕсем пĕрле ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ. Валерий  хăйĕн мăшăрĕпе, Ольга Анатольевнăпа ( вăл та кунта врач тивĕçĕсене пурнăçлать), уйрăмах Хонг ятлă  Вьетнам çыннин çемйипе çывăх паллашнă. Хонг Азербайджанри нефть институтĕнчен вĕренсе тухнă, вырăсла ăнланмаллах калаçать. Раççейри Тăнăçлăх фон­чĕ чĕннипе вăл Хоа мăшăрĕпе Мускава килнĕ, Чăваш çĕршывне çитсе курма шутланă. Мишеркассинче, Храмовсен килĕнче, Вьетнам хăнисене тарават кĕтсе илчĕç. Сăр хĕрринчи улăх-çаран, унта выльăхсем çÿрени, уçă сывлăш вĕсене тĕлĕнтернĕ. Лашана ачашлани, кÿлĕре рак тытса ăна пĕçерсе çини, чăваш мунчине кĕни хăнасен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ. Чăваш çĕршывĕн çут çанталăкĕ вĕсене питĕ килĕшнĕ.

Вьетнам климачĕ вара, пирĕннипе танлаштарсан, питех те расна. Унта май-октябрь уйăхĕсенче - çумăр тапхăрĕ, ноябрь-апрельте - типĕ çанталăк. Çулталăкĕпех сывлăш температури 32 градусран чакмасть. Кăнтăрла никам та урама тухмасть: хĕвел чăтма çук çунтарать.

Хаклă хăна Хонг кил хуçине, 81 çулхи Анна Федоровна Храмова учительница-пенсионеркăна, маттур ачасем çуратса ÿстер­нĕшĕн мухтаса тав турĕ, вăрăм ĕмĕр пурăнма çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунчĕ.

Ырă кăмăллă, ĕçчен те сăпайлă пирĕн ентеш В.Храмов Вьетнам çĕршывĕнче пысăк хисепре пулнишĕн эпĕ те савăнтăм.



"Пирěн пурнăç"
30 сентября 2006
00:00
Поделиться