Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вăрăм ĕмĕрлĕ йăхран

Зоя Семеновна Казынкина - Хирлÿкасси ялĕнче чи ватти. Кĕçех вăл 96 çул тултарать. Çак çула çитнĕ ватăн хăлхи витĕрех илтмест пулин те, куç çивĕчлĕхĕ çухалман-ха, сăмаха та шутласа калаçать. Пĕлтĕр анкартинчи çĕр улмине кĕçĕн хĕрĕ Надя кăларса панă, Зоя Семеновна вара хăех пуçтарса ĕлкĕрсе пынă. Кăçал вара вăл сывлăх енчен кăшт хавшанă.

Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче З.Казынкинан сиввине те, выççине те, колхозсем йĕркеленнине те, вăрçă вăхăтĕнчи хура-шурра та, ун хыççăн арканнă хуçалăха ура çине тăратассине те тÿссе ирттерме тивнĕ.

- Вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсене каласа  халĕ никама та тĕлĕнтереймĕн. Çĕршер гектар уйри тырра çурлапа вырса пуçтарнине ку чухнехи çамрăксене каласа ниепле те ĕнентереймĕн, - хурлăхлăн аса илет иртнине ветеран.

Калас пулать, Зоя Казынкинасен йăхĕнчи çынсем вăрăм ĕмĕрлĕ. Зойăн амăшĕ те çĕр çула пилĕк уйăх кăна çитеймен. Шăллĕ, пуçламăш класс учителĕнче ĕçленĕ Никанор Семенович Крыцовкин, тăхăр вун икĕ çултан иртсен çĕре кĕнĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çĕр ачана вĕрентмен пулĕ вăл;

Çакăнта ĕлĕкхипе хальхи пурнăçăн пĕр уйрăмлăхне асăнса хăварни вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп. Ĕлĕк çемьере чи пирвай çуралнă ача яланах пĕрремĕш ĕçе кÿлĕнет те пурнăç тăршшĕпех йывăр ĕçре пиçĕхет. Кĕçĕнреххисене шкула ăс пухма янă пулсан, аслин шăллĕсемпе йăмăкĕсене те асăрхамалла, выльăх-чĕр­лĕхне те пăхмалла. Çапла вара Зоя Семеновна, асли пулнăран, хутла вĕренеймен.

Юлашкинчен  96 çул тултаракан Зоя Семеновнана çĕр çула çитме  ырлăх-сывлăх сунатăп.



"Пирěн пурнăç"
30 сентября 2006
00:00
Поделиться