Çĕр улми пусси пушанса пырать
“Вырма ĕçĕсем кăçал тăсăлса кайрĕç, апла пулин те паян-ыран, çанталăк уяр тăрсан, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине пур хуçалăхсенче те вĕçлеме тивĕç. Хальхи вăхăтра ватти-вĕтти те васкасах çĕр улми кăларать”, - пĕлтерчĕ райадминистрацин АПК предприятийĕсемпе ĕçлесе пыракан пай начальникĕ Г.П.Алмакаева.
“Иккĕмĕш çăкăра” пухса илессипе пур хуçалăхсенче те тăрăшса ĕçлеççĕ. Çавна сиссех-тĕр, çанталăкĕ те уяртрĕ. Çĕр ĕçченĕсем ир пуçласа мĕн каçченех уй-хирте тимлеççĕ, ăнса пулнă çимĕçе пухса кĕртеççĕ, çийĕнчех вăрлăхлăх та янтлаççĕ. Тухăçĕ те кăçал япăх мар, çăвĕпех тар тăкни сая кайман. Акă, хуçалăхсем тăрăх илсен, “Коминтерн” ЯХПК ĕçченĕсем 50 гектар çинче çитĕнтернĕ çĕр улмине çуррине кăларса пуçтарнă та ĕнтĕ. Çак ĕçре хуçалăхра тимлекенсем, унти территорийĕнче вырнаçнă учрежденисен ĕçченĕсем, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче тата Атнарти вăтам шкулта вĕренекен ачасем, педагогсем, райадминистрацинче тăрăшакансем пысăк пулăшу параççĕ. ЯХПК директорĕ А.Б.Новикова пĕлтернĕ тăрăх, çĕр улми тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 100 центнер та иртет.
В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи çĕр улми пуссинче те ĕç вĕресе тăрать, Мăн Этменпе Тралькасси шкулĕсенче вĕренекенсем, учительсем “иккĕмĕш çăкăра” пухса кĕртес ĕçре пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. “Аккозинский” ял хуçалăх кооперативĕн хирĕнче те кунти шкулта вĕренекенсем хастар ĕçлеççĕ. “Путь Ильича”, “Асамат” хуçалăхсенче те ĕçсем кал-кал пыраççĕ.
Хăмла анисем çинче ĕç вĕçленнĕ. Кăçал “симĕс ылтăна” пурĕ 12 гектар лартса çитĕнтернĕ. “Свобода” колхозра ăна кăçал 8 гектар çинчен пуçтарса илнĕ.
Сăмах май, районта çĕр улми лаптăкне пур çĕрте те çулран-çул тенĕ пекех пĕчĕклетсе пыраççĕ. Çакă ахальтен мар паллах. Ăна сутма е вырнаçтарма чĕр нуша-çке. Çĕр улми хакĕ те ытла йÿнĕ. Хресченĕн те шултра çĕр улмине йÿнĕпех тыттарса ярас килмест, анчах нимĕн те тăваймăн. “Иккĕмĕш çăкăра” туса илес, пуçтарса кĕртес чух та тăкаксем пысăк. Çакă хытах шухăшлаттарать.