Яла аталантарасси – тĕп тĕллев
Сентябрĕн 20-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн мĕн пур районĕпе хулисенче Министерство кунĕ иртрĕ. Пирĕн района Чăваш Республикин Промышленноçпа энергетика министерствин представителĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем район ертÿçипе А.И. Криковпа тĕл пулса калаçрĕç, ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакансемпе курнăçрĕç.
Райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев пайĕн начальникĕ А.П.Кузьмин ертсе пыракан ушкăн Тури Çĕрпÿкасси шкулĕн ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕ. Калаçу октябрĕн 8-мĕшĕнче иртекен суйлав пирки тата ЧР Президенчĕ йышăннă «ЧР автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ йĕри-тавра пычĕ.
А.Кузьмин кунти ĕçченсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пулма тăратнă кандидатсемпе, партисемпе паллаштарчĕ.
Промышленноçпа энергетика министерствин специалисчĕ В.А.Гаврилов хăйĕн калаçăвĕнче Н.Федоров Указне мĕнле тĕллевпе йышăннипе, ăна пурнăçа кĕртме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывма палăртнипе паллаштарчĕ. Август уйăхĕнче Президент йышăннă «ЧР автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указăн тĕп тĕллевĕ - республикăри халăх пурăнакан пур вырăна та çыхăнтаракан автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине 2008 çулта вĕçлесси. Йышăннă программăпа килĕшÿллĕн, - 2007-2008 çулсенче - пурĕ 1100 километр автомобиль çулĕ тумалла. Ку тĕллеве пурнăçлама 9 миллиард тенкĕ кирлĕ.
Пирĕн районта та Президент Указне ăша хывса çул-йĕр строительствине пуçăннă. Хальхи вăхăтра Туктамăшпа Ачкасси ялĕсене пĕрлештерекен çула хываççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, икĕ çул хушшинче районти 24 яла асфальт сарнă такăр çул çитмелле, 84 километр çул-йĕр сармалла.
Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Праулов хăйсен территорийĕнчи ялсене асфальт çулпа çыхăнтарассишĕн, таса шыв кĕртессишĕн ĕçленине палăртрĕ. Сăмахран, Тури Çĕрпÿкассипе Анат Çĕрпÿкасси ялĕсем хушшинчи çула сарассине, Иккĕмĕш Хурашашри парк умĕнчи урама асфальт çул хывассине плана кĕртнĕ. «Ĕçлемелли пайтах, тăрăшсан пĕтĕмпех пулать», - терĕ Анатолий Григорьевич.
Райадминистрацин граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ А.С. Смирнов инкек-синкек пулассинчен сыхланмаллине палăртрĕ. Сăмах май каласан, Алексей Сергеевич кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Тури Çĕрпÿкасси шкулне 10 противогаз парнеленĕ.
Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ А.В. Башкиров ертсе пыракан ушкăн Ачкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ, территоринче вырнаçнă Серенкассипе Шулю шкулĕсене çитсе курчĕ, педколлективпа тĕл пулса калаçрĕ. Ушкăнра райадминистрацин централизациленĕ бухгалтерийĕн тĕп бухгалтерĕ Л.З.Отрикова, Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.С.Патьянов пулнине палăртмалла.
Палăртнă вырăнсене çитсен А.В.Башкиров педколлективсене районта Министерство кунĕ пулнипе паллаштарчĕ, унăн тĕп тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ, район аталанăвĕпе малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ, ялти учительсене ачасене çирĕп пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани пама, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнма, вырăнти халăхпа ĕçлеме чĕнсе каларĕ, ăнăçу сунчĕ. А.Башкиров октябрĕн 8-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли кун пулни пирки сăмах хускатрĕ, суйлав йĕркипе паллаштарчĕ, унта активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Г.С.Патьянов учительсене ку тăрăхри лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, малашне тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - вырăнта пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси тата çул-йĕр тăвасси. ЧР Президенчĕ Н.Федоров ахальтен мар çак тĕлĕшпе Указсем йышăнчĕ. Республикăри ялсенче, çавăн пекех районти ял урамĕсенче те çулсем япăхланса çитрĕç, вĕсене юсамалла е çĕнĕрен çул хывмалла. Çакна пĕтĕмпех ялта ĕçлесе пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесе тăваççĕ. Тĕл пулăва пухăннисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕç. Акă, Серенкассинчи Çĕнĕ урамра пурăнакансем çутă йĕркелесе яма ыйтаççĕ, Шулю ялĕнче пурăнакансем çул-йĕрсем япăх пулни пирки пăшăрханса калаçрĕç тата асăннă шкулта тăрăшакансем çĕнĕ шкул пирки ĕмĕтленеççĕ.
Çавăн пекех Г.С.Патьянов çитес суйлав пирки сăмах хускатрĕ, педагогсене суйлава активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ.
14 сехетре пур ушкăн ертÿçисем те райадминистрацине пухăнса пĕтĕмлетÿ тунă, ял çыннисен ыйтăвĕсене пăхса тухнă, çÿллĕрех шайра татса памаллисене министерствăра пăхса тухса çывăх вăхăтра хурав пама шантарнă.