Районта Патшалăх Думин депутачĕ - К.Косачев
Август уйăхĕн 18-19-мĕшĕсенче Чăваш Енре РФ Патшалăх Думин депутачĕсен делегацийĕ пулчĕ. Пирĕн района вара иртнĕ шăмат кун Раççей Патшалăх Думин çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ К.И.Косачев ертсе пыракан ушкăн çитрĕ. Ушкăнра çавăн пекех К.И.Косачев депутатăн пулăшуçи А.Разумов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Ядринмолоко” УАО директорĕ Н.Малов, “Росспиртпром” ФГУП филиалĕн директорĕ В.Морозов пулнине палăртмалла.
Хăнасене Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен чиккинче кĕтсе илнĕ хыççăн район пуçлăхĕ А.И. Криков ертсе пынипе ĕçлĕ тĕл пулу “Коминтерн” ЯХПК-ра пуçланчĕ. Константин Иосифовичпа Альбина Борисовна ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл пирки калаçрĕç. “Коминтерн” ертÿçи малашлăх планĕсене те пытармарĕ. К.И. Косачев кунта приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланса пынипе кăмăллă пулчĕ. Чăн та, Туканашри сысна комплексне реконструкцилес ĕç вĕресе тăрать, ăна çак уйăх вĕçĕнче вĕçлеме палăртаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курни ĕçе самаях хăвăртлатнине Альбина Борисовна палăртрĕ. Çак комплекс малашне пысăк тупăш парасса шанмалла.
К.И.Косачев, Н.В.Малов ял ĕçченĕсене ăнăçусем сунчĕç, федераллă укçасемпе вырăнлă усă курнипе кăмăллă юлнине çирĕплетрĕç. Çавăн пекех вĕсем патшалăх ял хуçалăхне ура çине тăратма тăрăшни пирки, ĕçлеме пултаракансене, пултаруллисене, малаллах ăнтăлакансене пулăшма тĕллев лартни çинчен пĕлтерчĕç.
Унтан делегаци райадминистрацин Пысăк залĕнче тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан район çыннисемпе тĕл пулчĕ. Константин Иосифович хăйĕн калаçăвĕнче Чăваш Республикинче, ытти регионсемпе танлаштарсан, газификаци маларах вĕçленни, халĕ таса шыв кĕртес ĕç пурнăçланма пуçлани савăнтарнине пĕлтерчĕ. Наци проекчĕсем те пурнăçа кĕни аван пулнине çирĕплетрĕ. Анчах та К.И.Косачев пурăнмалли çурт-йĕр проекчĕпе ĕç йывăртарах пынине асăнчĕ. Юлашкинчен Константин Иосифович халăх ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Интереслентерекен ыйтусене паракансем чылай пулчĕç. Тĕл пулăва пĕтĕмлетсе К.И.Косачев депутат пурне те пĕрле килĕштерсе пурăнма, ĕçлеме чĕнсе каларĕ.