Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачасем çуралаççĕ - ял пурăнать

Районта ял уявĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. Унччен ял урамĕсене тирпейлесе йĕркене кĕртеççĕ. Уявра вара чи тăрăшуллисене, чи хисеплисене чыслаççĕ, чăвашсен йăли-йĕркисене аса илеççĕ, малашлăх çул-йĕрĕсене палăртаççĕ...

Эпир хамăрăн йăх-тымар çинчен ытларах пĕлме тăрăшни - пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çакă ялсен историне пĕлсе малалла аталанма, ăна упрама вĕрентет, халăха туслаштарать, çывăхлатать. Çавăнпа ял уявĕсене кунта çуралса ÿснĕ ентешсем хаваспах килеççĕ, халăхпа курнăçса калаçса туллин савăнаççĕ. Тăван кĕтесрен, çуралнă ялтан, атте-аннерен хакли мĕнех пур-ши; Ачалăхри ăшă туйăмсем-çке пире хăй ытамне чĕнеççĕ. Унта вара эпир пурте çитсе курма тăрăшатпăр.

Акă, иртнĕ шăмат кун, августăн 19-мĕшĕнче Ишеккассипе Тумликасси ялĕсенче пурăнакансем ял уявне савăнăçлă паллă турĕç. Ялти стадион çумĕнчи кану вырăнне халăх чылай пухăнчĕ. Кунта пурăнакансем район администрацийĕн пуçлăхне А.И.Крикова, Етĕрнери сĕт-çу завочĕн директорĕн çумне А.В.Рафальсона чăвашсен ырă йăли-йĕркипе çăкăр тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç.

Уява Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Унтан вăл А.И.Крикова сăмах пачĕ. Александр Иванович кунта пурăнакансене пурне те ял кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пурнăçра иксĕлми телей, ĕçре çитĕнÿсем туса пыма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Вăл ял уявĕ кунта çуралса ÿснĕ çынсене тăван тăрăха таврăнса тус-тантăшĕсемпе тĕл пулма май туса пани, çамрăклăха аса илни питĕ паха пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех район экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Етĕрнери сĕт-çу завочĕн директорĕн çумĕ  А.В.Рафальсон сăмах илчĕ, салам сăмахĕсемпе пĕрлех вăл кунта пурăнакан, заводпа тачă çыхăну тытса ĕçлесе пыракан çынсене чĕререн тав турĕ, малашне те туслă килĕштерсе ĕçлеме шантарчĕ.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе уявра ял аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн район Пухăвĕн депутатне, райпо Канашĕн председательне А.Ю.Степанова, Шупашкарти «Чуваштеплоэнергогаз» предприятин директорне В.Г.Орлова, ялти тавра пĕлÿçĕне А.Д.Удикова «Ишеккасси ялĕн хисеплĕ çынни» ят парса чысларĕç. Çавăн пекех ял кунĕнче «Чи хăтлă кил-çурт», «Чи лайăх хушма хуçалăх» конкурс çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Вĕсем - Н.Ф.Капраловпа О.А.Ильина. Нумай ачаллă Тимофеевсемпе Волковсен  çемйисене тата кăçал çуралнă ачасен амăшĕсене Хисеп грамотипе парнесем парса хавхалантарчĕç.

Ял кунĕнче ырри, курса савăнмалли чылай пулчĕ. Кунта пурăнакансем чăваш эстрада çăлтăрĕсен концертне (ушкăн ертÿçи А.Васильев) курса савăнчĕç, пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Каçченех янăрарĕ юрă-кĕвĕ. Халăх уявран тулли кăмăлпа саланчĕ. Çĕн кун валли вăй-хăват пухрĕ, малашлăх шанчăкне çирĕплетрĕ.



"Пирěн пурнăç"
23 августа 2006
00:00
Поделиться