Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Халăхпа куçа-куçăн

Августăн 16-мĕ­шĕнче районта черетлĕ Министерство кунĕ иртрĕ. Пирĕн района ку хутĕнче ĕçлĕ тĕл пулăва ЧР Промышленноçпа энергетика министрĕн çумĕ Н.Дмитриева, инноваци секторĕн заведующийĕ Э.Саттарова тата В. Улитин консультант килсе çитрĕç.

Район пуçлăхĕпе А.И. Криковпа делегаци “Гидравлика” УАО-на тата çăкăр заводне çитсе курнă, унти ĕçченсемпе тĕл пулса калаçнă, вырăнта производствăна ÿстермелли çул-йĕрсем пирки сăмах хускатнă.

Райадминистрацин хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.И.Герасимова ертсе пыракан ушкăн чи малтанах Хусанушкăнь ял тăрăхне çитсе унти специалистсемпе тĕл пулчĕ, вырăнти ĕçсемпе интересленчĕ. Çавăн пекех Министерство кунĕн темипе килĕшÿллĕн умри суйлав кунĕ пирки калаçу пычĕ. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем кандидатсен ячĕсемпе интересленчĕç. Унтан ушкăн “Асамат” ТЯО-н “Санкинский” хуçалăхĕн техника паркĕнче пулчĕ. Кунта механизаторсемпе тата водительсемпе тĕл пулма май килчĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.И.Герасимова тата халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центрĕн директорĕ Г.С.Печникова çĕр ĕçченĕсене октябрĕн 8-мĕшĕнче иртекен суйлав пирки каласа пачĕç, активлă хутшăнма чĕнчĕç. Ун хыççăн ушкăн кунти ĕçченсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе паллашрĕ. Чылайăшĕ хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче район центрне çитсе кирлĕ документсем пухса хатĕрлеме кансĕрри пирки сăмах хускатрĕ.

Патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн начальникĕ В.М.Васюков ертсе пыракан ушкăн Тралькасси ял тăрăхĕнче пулчĕ.  Чи малтанах ушкăн йĕтем çинчи ĕçсемпе паллашрĕ, унăн заведующийĕ А.П.Ермеев кунти лару-тăру çинчен кĕскен каласа пачĕ.

Виктор Михайлович кунта ĕçлекенсене октябрĕн 8-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли кун пулни çинче чарăнса тăчĕ, ку тăрăхра пурăнакансене суйлава активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Райадминистрацин тĕп инженерĕ А.Н.Куропаткин районта вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Сăмах май, вырма ĕçĕсем пур хуçалăхсенче те пысăк хăватпа иртеççĕ. Уйрăмах уй-хир ĕçĕсем “Коминтерн”, “Асамат”, “Путь Ильича”, “Аккозинский”, “Свобода” хуçалăхсенче кал-кал пыраççĕ. Анатолий Николаевич хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче сÿрĕкрех ĕçлесе пыракан хуçалăхсене те асăнчĕ. Ку уйрăмах “Сура” ЯХПК-на пырса тивет. Кунта вырма тăсăлса кайрĕ. А.Н.Куропаткин çĕр ĕçченĕсене вырма тапхăрĕнче пĕтĕм вăя тыр-пул пухса илес ĕçе яма, техникăпа туллин усă курма ыйтрĕ.

Йĕтем çинче ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ çемьеллисем. Çавăнпа арçынсемпе хĕрарăмсем ĕçлĕ тĕл пулупа усă курса РФ Пенси фончĕн районти специалистĕнчен Л.П.Козловаран, социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕнчен Л.С.Тарасоваран хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравĕсене илчĕç.

Ку  тăрăхра пулнă май, ушкăн Хăмарккапа Кив Ирчемес йĕтемĕ çине çитрĕ. Кунта та ĕç вĕресе тăрать. Ял çыннисем уйран килнĕ тыр-пула аласа тата тасаласа, кирлĕ пек типĕтсе кĕлете кĕртсех пыраççĕ. Ку тăрăхра пурăнакансене район центрне тухма инçерех пулнăран, халĕ тата ĕç çи тапхăрĕ пынă май, ял ĕçченĕсем хăйсене интереслентерекен чылай ыйтусем çине хуравсем илнипе кăмăллă пулчĕç. Вĕсем ытларах эткерлĕх (наследство), субсиди тăвасси пирки, ача пăхса ÿстернĕшĕн паракан пособисем çинчен калаçу пуçарчĕç.

Кăнтăр иртсен ушкăн ертÿçисем райадминистрацинче пухăнса Министерство кунне пĕтĕмлетнĕ. Унтан министерство ĕçченĕсем ял çыннисене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă.

 



"Пирěн пурнăç"
19 августа 2006
00:00
Поделиться