Шкулсем ачасене йышăнма хатĕр
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен вăхăт нумаях юлмарĕ ĕнтĕ. Шкулсем ачасене йышăнма хатĕр-и; Çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрса район пуçлăхĕ А. Криков пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисем 2006-2007 вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслес тĕллевпе хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, ведомствăсем хушшинчи комисси йышне те, тĕрĕслемелли шкулсен графикне те çирĕплетнĕ. Ведомствăсем хушшинчи комисси çак ĕçе августăн 11-мĕшĕнчех пуçăнчĕ ĕнтĕ. Августăн 14-мĕшĕнче вара Ишеккассинчи пуçламăш шкул-садра, Тури Çĕрпÿкасси, Штанаш, Тралькасси, Мишеркасси, Атнар шкулĕсенче пулса курчĕç, çитменлĕхсемпе лайăх енсене палăртрĕç.
Ишеккассинчи пуçламăш шкула 2000 çулта хута янă. Хальхи вăхăтра кунта 35 вĕренекен шутланать, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн 3 учитель тимлет. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче чи пĕрремĕш хут парта хушшине 11 ача ларĕ. Эпир пынă кун Ишеккассинчи пуçламăш шкулта юсав ĕçĕсем пыратчĕç. Кунти ĕçченсем классене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлессипе тăрăшатчĕç. Шкул территорине йĕркене кĕртнĕ. Пушар хăрушсăрлăх енĕпе илсен, кунта пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Сигнализаци те юсавлă.
Тури Çĕрпÿкасси шкулĕ те ачасене йышăнма хатĕр: вĕренÿ класĕсемпе коридорти урайне, стенасене сăрланă. «Юсав ĕçĕсене пурнăçлама пĕтĕм вăя хутăмăр», - терĕç кунти ĕçченсем. Шкул территорийĕнче те тирпейлĕ. Пахча çимĕç лаптăкĕсенче пĕр çум курăкĕ те курăнмасть. Ешерсе çурăлса ларакан чечексем куçа илĕртеççĕ.
Штанаш шкулĕ хута кайнăранпа 21 çул ĕнтĕ. Çак хушăра вăл самаях кивелме ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа та унта юсав ĕçĕсене тумалли пайтах. Вĕсене пурнăçлама вара укçа-тенкĕ кирлĕ. Штанаш шкулĕн директорĕ Н.Ухлинова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал юсав ĕçĕсене тума 12 пин уйăрса панă. Анчах та çак укçа-тенкĕн ытларах пайĕ шкулăн коридорти урайне тата стенасене сăрлама кайнă. Вĕренÿ кабинечĕсем валли укçа çитмен. Физика кабинетĕнчи линолиум юрăхсăра тухнă, ăна çĕнетмелле. Вĕренÿ çулĕ вара çывхарса пырать. Çавна май шкулти хăш-пĕр учительсем хăйсен вăйĕсемпех классене йĕркене кĕртме тăрăшаççĕ. Акă, акăлчан предметне вĕрентекен Г.Зотова хăйĕн укçипех ĕç пÿлĕмĕнчи стенасене тата партăсене сăрланă. Урайне те çитес вăхăтрах сăрласшăн. Математика учителĕ, директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Ишмейкина та хăйĕн укçипех вĕренÿ кабинетне илемлетесшĕн.
Вĕренÿ çулĕнче ачасене вĕри апат çитерес тесе те кунта çине тăрса тимлеççĕ. Столовăйра юсав ĕçĕсене пурнăçланă, савăт-сапасем çителĕклĕ.
Комисси членĕсем пулса курнă Тралькассипе Мишеркасси тата Атнар шкулĕсем те ачасене йышăнма хатĕр. Вĕсенче вĕренÿ кабинечĕсене, стенасемпе урайсене сăрланă. Столовăйсенче юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Пуринче те вĕренекенсене тивĕçлĕ пĕлÿ пама учительсем çителĕклĕ.