Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пурнăç ăна пуçран ачашламан

Пурнăç тени вăл хытах шухăшлаттарать. Мĕнле тÿрĕ çул çине тăмалла; Такăр çулпа утас тесен мĕн тумалла; Мĕншĕн пĕрисем яланах укçаллă, теприсен ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлесен те кĕсье тĕпĕ çÿхе. Хамăн кукамай пирки те çавнах калатăп. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă, анчах телейĕ сахалрах пулнă унăн.

Манăн кукамай - Мария Филипповна Сорокина. Вĕсем тăватă пĕртăван пулнă (икĕ хĕрпе икĕ ывăл). Халĕ вĕсенчен иккĕшĕ çеç çутă кунпа савăнса пурăнаççĕ. Ашшĕ 1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, унта хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ ачисене ура çине тăратас тесе ырми-канми ĕçленĕ.

Кукамай шкулта пĕр çул кăна вĕреннĕ, çавăнпа та хутла пĕлсех каймасть. Кама айăпламалла кунта: самани çапла пулнă. Хĕр çулне çитсен ялти çамрăкпа Вениаминпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратнă. Упăшкипе 10 çула яхăн çеç пурăннă. Вăл çамрăклах чирленипе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Анчах кукамай пуçне усман, ачисене пĕчченех пурнăç çулĕ çине кăларнă.

М.Ф.Сорокина хăй ĕмĕрĕнче ĕçрен пĕртте хăраман, арçынсемпе танах ĕçленĕ. Мучикассинчен Çĕмĕрлене çити асфальт сарнă ĕçсене хутшăннă, хĕлле колхоз валли вутă хатĕрлеме çÿренĕ, 12 çул хушши сысна ферминче вăй хунă, дояркăра та ĕçленĕ. Паянхи кун та ĕçсĕр лармасть вăл. Пахчана тухса утă çулать, йăран çумлать, пĕр сурăх, чăх-чĕп тытать, пĕлтĕр ĕне те пурччĕ. Ÿркенмест вăл. Хуйхи-суйхине те чылай тÿссе ирттернĕ. Ачисем вăхăтсăр çĕре кĕни те  чăваш хĕрарăмĕн сывлăхне самаях хавшатнă.

Ырă кăмăллă, çепĕç чунлă пирĕн кукамай. Юратнă çыннăмăра малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатăп.



"Пирěн пурнăç"
16 августа 2006
00:00
Поделиться