Кĕрхи культурăсене юлашки гектарсем çинчен пухса кĕртеççĕ
Райадминистрацин тĕп агрономĕ Н.Ф.Коробков пĕлтернĕ тăрăх, районти колхозсемпе ял хуçалăх кооперативĕсенче кĕрхи культурăсене пухса илесси вĕçленсе пырать, е урăхла, мĕн пур лаптăкăн 94 процентне вырса илнĕ. Кĕрхи культурăсен тухăçĕ кашни гектартан 24 центнерпа танлашать. Уйрăм хуçалăхсен кăтартăвĕсем татах та савăнтараççĕ. Акă, “Коминтерн” ЯХПК-ра кĕрхи тулă гектартан 33 центнер тухнă, “Нивăра” - 28, “Асаматра” - 26, ыттисен - районти вăтам кăтартуран пĕчĕкрех.
“Сура” ЯХПК-ра (ертÿçи В.П.Данилов) вырма ĕçĕсем пуçланман-ха. Комбайна ĕçе хатĕрлесе çитерейменнипе кунта вырмана тухаймаççĕ. Асăннă хуçалăхра кĕрхи культурăсенчен 30 гектар ыраш пухса кĕртмелле. Кĕрхи культурăсене вăхăтра пухса кĕртмесен тырă тухăçĕ чакать, пулса çитнĕ пучах хăй çимĕçне тăкма пуçлать.
Кĕрхи культурăсене вырса тĕшĕленĕ хыççăн комбайнсем çуртрисем çине куçаççĕ. “Нива”, “Аккозинский” хуçалăхсенчи комбайнерсем пăрçа вырса çапассипе тимлерĕç. Ку ĕç малалла пырать.
Вырма тапхăрĕнче техника тикĕс ĕçлет-и; Кăçалхи вырмана пурĕ 40 комбайн кăларма палăртнă, вĕсенчен 35-шĕ ĕçе тухнă. “Мочковашский”, “Сура”, “Победа” хуçалăхсенче техникăсем кивелсе çитнĕ. Кунти комбайнсем 14-15-мĕш çул ĕçе хутшăнаççĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, “хир карапĕ” 7-8 çул хыççăн чăхăмлама пуçлать. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран ĕнтĕ хуçалăхсенче вĕсене татах та ĕçлеттерме тăрăшаççĕ.
Районти хуçалăхсенче кĕрхи çĕртме ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Кăçал кĕрхи культурăсене 4082 гектар çинче акса хăварма палăртнă, хальлĕхе 1366 гектар çĕр хатĕрленĕ. Уйрăмах ку енĕпе “Асамат” хуçалăх ырă тĕслĕх кăтартать. Хуçалăхăн ертÿçи И.Н.Михопаров кăçал кĕрхи культурăсенчен лайăх тухăç илнĕрен, кĕрхи çĕртме сухисен çĕр лаптăкне пысăклатма шутлать, ăна 2000 гектара çитересшĕн. Çавăн пекех “Коминтерн”, “Свобода” хуçалăхсенче, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче çĕр хатĕрлессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Ытти хуçалăхсенче ку енĕпе ĕç сÿрĕкрех пырать.
- Хăш-пĕр хуçалăхсенче кĕрхи çĕртме ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленмеççĕ, ăна вăхăтра туса ирттерессишĕн тăрăшмаççĕ. 20-30 çул каялла кĕрхи культурăсене акса хăвармалли чи лайăх тапхăр августăн 18-25-мĕшĕсенче тесе шутлатчĕç. Çанталăк улшăнса пынă май, юлашки çулсенче кĕрхи акана августăн 20-30-мĕшĕсенче ирттерме сĕнеççĕ. Çак срокран иртерех аксан кĕрхи культурăсем япăх хĕл каçаççĕ, каярах акни те усă памасть, калча шăтса тухса çирĕпленсе çитеймест, хĕллехи сивĕсене чăтаймасть.
Кĕр калчисем çуркунне лайăх шăтса тухса кĕркунне тухăç паччăр тесен, чи малтанах паха вăрлăх акса хăварма тăрăшмалла, вĕсене им-çамламалла. Унсăр тыр-пул тĕрлĕ чир-чĕрпе чирлеме пултарать. Кĕрхи культурăсем акса туса илнĕ вырăна тепĕр хут тулăпа ыраш акни те тухăçа чакарать. Тырă акнă чухне ăна çĕр айне мĕн тарăнăш вăрăнтарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăрлăха 6 сантиметртан тарăнрах акмалла мар. Акмалли çĕр сийĕ тикĕс пулмалла. Вăрман хĕррисемпе акса хăварнă тыр-пул тухăç япăх панине те асăнмалла. Кунта сăлтавĕсем чылай, - терĕ Н.Ф.Коробков.