Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Йĕтем çинче ĕç кал-кал пырать

Районти ял хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕ­сем вăй илсех пы­раççĕ. Çак кунсенче эпир “Свобода” колхозра пултăмăр. Чи малтанах эпир хуçалăх ертÿçипе В.Ф.Бромбинпа курса калаç­­рăмăр, вырма ĕçĕсемпе интереслентĕмĕр, йĕтем çине çитсе куртăмăр. Сăмах май, кăçал анатçĕрпÿкассисемпе Акташ çĕр ĕçченĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 250 гектар çинчен пухса кĕртмелле, вĕсенчен 150-шĕ - çуртрисем.

- Кăçал вырмана пĕр комбайн тухрĕ. Штурвала А.Филипповпа А.Максимов тытса пыраççĕ, вырса тĕшĕленĕ тырра йĕтем çине турттарассипе В.Жданов водитель хастарлăх кăтартать. Августăн 9-мĕшĕ тĕлне, 40 гектар çинчи кĕрхи тулă лаптăкне вырса тĕшĕлесе илтĕмĕр, тухăçĕ гектартан 25 центнер тухать. Малтанхи кунсенче çанталăк ăшă тăнă май, тырă уйран типĕ килчĕ. Урпа та пиçсе çитрĕ, пуçне таять. Ăна пухса илмелле. Кăçал асăннă культурăна 70 гектар  акса хăвартăмăр. Вăл ăнса пулчĕ, тухăçĕ япăх мар пуласса шанатпăр.

Вырма тапхăрĕнче ĕçе юрăхлă пĕр комбайн çеç пулни пăшăрхантарать паллах. Çавăнпа та ĕçе хăвăртлатма тепĕр техника кирли пирки шутларăмăр. Паян-ыран колхоза “Енисей-1200” комбайн килсе çитмелле, ун чухне вырма ĕçĕсем хăвăртланасса шанатпăр, - терĕ В.Ф.Бромбин.

Уйра техника шавĕ тăни вăл - вырман пĕр енĕ, пÿлмене мĕнле тата мĕн чухлĕ тыр-пул кĕрсе пыни вара ĕç пахалăхне туллин кăтартать. Çавăнпа интересленсе йĕтем çине çитсе куртăмăр, унти кладовщицăпа Е.Дмитриевапа калаçрăмăр.

- Уйран килнĕ тырра йĕтем çинче ĕçлекенсем хăвăрт тасаласа кĕлете кĕртсе пыраççĕ. Акă, кĕрхи тулăна, пурĕ 90 тонна чухлĕ, çÿп-çапран тасаласа кĕлете кĕртсе пĕтеретпĕр те. Ĕçре уйрăмах шкул ачисем, Анат Çĕрпÿкасси, Чурпай, Ямаш, Акташ ялĕсенчи яшсемпе хĕрсем пысăк пулăшу параççĕ. Кашни кун йĕтем çинче 20-25 çын тимлет, вĕсенчен 7-8-шĕ аслăрах çулсенчисем. Коллектив туслă ĕçлет. Весовщица тивĕçĕсене  А.Терентьева пурнăçласа пырать. В.Дмитриевпа С.Терентьев машинистсем хăйсене шанса панă техникăсене пăхса юсасах тăраççĕ, тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Вĕсен айăпĕпе ĕç пĕрре те чарăнса тăман. Çавăнпа та йĕтем çинче хальхи пек вăй хурсан,  комбайнсем тикĕс ĕçлесен, çанталăк парсан, вырма ĕçĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме шутлатпăр, - терĕ весовщица.

“Свобода” колхоз йĕтемĕ çинчен тулли кăмăлпа таврăнтăмăр. Кунта ĕç вĕресе тăрать: çамрăксем ăмăртмалла тăрăшаççĕ, пĕри тепринчен маттур, аслăрах çулхисем те вĕсем хушшинче чунĕсемпе çамрăкланса кăмăллă тимлеççĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕпе пÿлмене çĕнĕ тырă кĕрсе пырать. Килĕшÿлĕхре  - вăй,  теççĕ. Çавăнпах пулĕ кунта ĕç кал-кал пырать.

 

 



"Пирěн пурнăç"
12 августа 2006
00:00
Поделиться