Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Эрехпе туслашсан ача манăçать

Августăн 10-мĕшĕнче районта черетлĕ Профилактика кунĕ пулчĕ. Райадминистраци ĕçченĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесемпе калаçу ирттерчĕç.

Райадминистрацин информаци пайĕн начальникĕ С.П.Князькова ертсе пыракан ушкăн Мăн Этмен ял тăрăхĕнче пулчĕ. Чи малтанах ушкăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Ф.Кошелевпа, унти специалистсемпе тĕл пулса калаçрĕ, вырăнти лару-тăрăва сÿтсе яврĕ. Сăмах май, Мăн Этмен ял тăрăхĕ 6 яла пĕрлештерсе тăрать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесенчен 6-шне учета илнĕ, вĕсенчен 2-шне,  тĕрĕс çул çине тăнă май, учетран кăларнă. Социаллă йывăр çемьесем Пĕчĕк Этменпе Уйпуç ялĕсенче пур. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем кун пек çемьесене кайсах тăраççĕ, профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Акă, Пĕчĕк Этмен ялĕнче пурăнакан Г.-на илер. Çамрăк хĕрарăм пĕр ывăл ÿстерет. Ача çурални çемьешĕн савăнăç тетпĕр-ха. Анчах Алинăна (ятне улăштарнă) пĕчĕк ачи телей кÿмест пулмалла. Пĕччен хĕрарăм эрехпе туслашнă, ывăлĕшĕн хыпса-çунсах та каймасть, укçа-тенкĕ çитсе пыманран Чулхула облаçне ĕçлеме çÿрекелет. Чун тĕпренчĕкне вара хăйĕн ашшĕ-амăшне час-часах парса хăварать. Вĕсем те “çуттине” тиркесех тăмаççĕ. Пĕчĕк ача вара вăхăта ытларах çапкаланса çÿресе ирттерет, тепĕр чух выçă та пурăнать. Çамрăк хĕрарăма йĕркене кĕме, ачана воспитани пама тăрăшма  темиçе хутчен те каланă, анчах усси çук. Юлашки вăхăтра ачана пăхакан çукран, пурте “ĕçре” пулнăран ăна чи çывăх тăванĕ хулана илсе кайнă. Çавăнпа Профилактика кунĕнче çак çемьепе тĕл пулма май килмерĕ.

Уйпуç ялĕнчи К.-семпе Р.-сен çемйисем пирки те çавнах каламалла. Кунта та хĕрарăмсем ĕçеççĕ, вĕсен 2-шер ача. Ниçта та ĕçлеменскерсене, ялан мухмăрла çÿрекенскерсене учета илнĕ. Р.-ăн нумай пулмасть упăшки вилнĕ. 2 ачапа тăлăха юлнă çап-çамрăк хĕрарăм хуйха эрехпе сиплет, ачисем çинчен шутламасть те. Пуçламăш класра вĕренекен мăнукне асламăшĕ пăхса усрать, теприне, кăкăр ачине, хăйпе пĕрле унта та кунта сĕтĕрсе çÿрет. “Чикан” пурнăçĕпе çитĕнекен ача хăçан телейлĕ ÿснĕ; Ăна лăпкă пурнăç,  чи юратнă ашшĕпе амăшĕн юратăвĕ кирлĕ-çке. Ача ырă кăмăллă ÿстĕр тесен вĕсен шухăш-кăмăлĕпе, чун ыратăвĕпе интересленмелле. Çавăн чухне çеç ачапа амăшĕ хушшинче килĕшÿÿ, ăнланулăх пулать. Анчах çакна хăшĕ-пĕрисем ăнлансах каймаççĕ.

Райадминистрацин АПК предприятийĕсемпе ĕçлесе пыракан ушкăн Пантьăк ял тăрăхĕнче пулнă, Утаркасси ялĕнчи йывăр çемьесемпе курнăçнă. Анчах М.-сем, хăйсем патне районтан “хăнасем” килнине курсанах, шалтан питĕрĕнсе ларнă. Кÿршĕсем пĕлтернĕ тăрăх, мăшăрсем ывăлĕпе хĕрĕн воспитанийĕ çине тимлĕх уйăрмаççĕ, эрех ĕçеççĕ.

Райадминистрацин экономика пайĕн начальникĕ Л.Н.Сергеева ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ялĕнчи Е.-сен çемйинче пулнă. Ку çемьери ватă хĕрарăм хăйне хĕрĕ хĕнесе пурăнни çинчен ял тăрăхне темиçе хутчен те пĕлтернĕ. Анчах 50 çула çитсе пыракан 2 ачаллă хĕрарăм юсанма шутламасть, эрехне татти-сыпписĕр ĕçет, хыççăн ватă амăшне чышкăпа ăс-тăна “вĕрентет”. Ватă çын хĕрне лăплантарма ял тăрăхĕнчи специалистсенчен, участок инспекторĕнчен пулăшу кĕтет. Вăл çак пурнăçа курма-ши  хĕр пăхса ÿстернĕ;



"Пирěн пурнăç"
12 августа 2006
00:00
Поделиться