Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чылай ыйту сÿтсе яврĕç

Иртнĕ юн кун район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ А.Б. Новикова ертсе пычĕ. Кун йĕркинче пăхса тухмалли чылай пулчĕ.

Район бюджечĕ 2006 çулхи пĕрремĕш çур çулта епле пурнăçланни çинчен райадминистрацин финанс уйрăмĕн начальникĕ О.В. Музякова паллаштарчĕ. Калас пулать, район бюджечĕ 101,8: пурнăçланнă. Ольга Викторовна çавăн пекех  районти депутатсен Пухăвĕн “2006 çул валли Хĕрлĕ Чутай район бюджечĕ çинчен” йышăнăвне улшăнусем кĕртмелли çинчен калаçрĕ.

Райадминистрацин экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л.Н.Сергеева вара кăçалхи çур çулти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Акă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан аш-какай туса илесси районĕпе чакнă. 2005 çулта çак тапхăрта пĕтĕмпе 372,6 тонна аш илнĕ пулсан, кăçал - 337. Сĕт суса илесси 107,5:-па танлашнă. Пĕлтĕр пурĕ 6 уйăхра 4690,5 тонна продукци илнĕ пулсан, кăçал - 353,5 тонна ытларах. Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ те иртнĕ çулхинчен районĕпе 314 пуç чакнă, 2005 çулта вĕсем 5813 пуç пулнă. Лашасемпе (2005ç. - 358, 2006ç. - 318)  ĕнесен (2005ç. - 1750, 2006ç. - 1701) йышĕ те пĕчĕкленнĕ. Сыснасен хисепне вара районти ял хуçалăх кооперативĕсенче ÿстернĕ, вăл 2005 çулхипе танлаштарсан 1235-рен 1571-не çитнĕ. Предприятисенчен райпо лайăх кăтартусемпе палăрнă, “Быт” МП тата “Гидравлика” ТЯО япăх мар ĕçленĕ.

Экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тишкернĕ май, район пуçлăхĕ А.И.Криков та сăмах илчĕ. Александр Иванович пурнăçламалли умри ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех вăл ял хуçалăх темипе те калаçрĕ. А.И.Криков малашне хуçалăхсен ертÿçисене выльăхсен хисепне ÿстерсе пыма  тĕллев лартма ыйтрĕ. И.Н. Никифоров депутат Тури Çĕрпÿкасси ялне çити хăçан автобус маршручĕ уçнипе интересленнĕ май, Александр Иванович кăçал хальлĕхе II Хурашаш ялне кăна автобус яма май пурри пирки пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вăл вырма вăхăтĕнче тыр-пула тирпейлĕ пухса кĕртес тĕлĕшпе тăрăшма чĕнсе каларĕ. Чăн та, “ылтăн “ пучахăн пĕр пĕрчи те уйра выртса ан юлтăр, йĕтем çине çитсе хăйĕн пуянлăхĕпе савăнтартăр тесен тимлĕхе ÿстерме тивет.

Уй-хир ĕçĕсен хальхи лару-тăрăвĕпе райадминистрацин АПК предприятийĕсемпе ĕçлесе пыракан пайĕн начальникĕ Г.П.Алмакаева паллаштарчĕ. Августăн 8-мĕшĕ тĕлне илнĕ кăтартусем тăрăх, вырма ĕçĕсене “Сура” хуçалăх пуçăнманни палăрать. Пиçсе çитнĕ уй-хир пуянлăхне пухса кĕртес ĕçе “Коминтерн”, “Путь Ильича” хуçалăхсем, “Асамат” ТЯО тата “Нива” ЯХПК аван йĕркеленĕ. Пур хуçалăхсенче те ĕнтĕ тыр-пула йĕтем çинче тасатса типĕтес ĕç малалла пырать. Пурĕ вырма ĕçĕсене кунсерен вăтамран 34 комбайн хутшăнать. Вырма валли 380 тонна топливо тата 160 тонна бензин кирлĕ пулсан, çунтармалли-сĕрмелли материала 60: янтланă.

Социаллă ыйтусене пăхса тухакан яланхи комисси председателĕ Э.И.Манейкина çур çул хушшинче 4 лару ирттернине пĕлтерчĕ. Вăл Хĕрлĕ Чутай, Мăн Этмен тата Кив Атикасси ял тăрăхĕсенче преступленисем ытларах пулнине уйрăммăн палăртрĕ, çакă ытларах эрех сыпнипе çыхăннине пăшăрханса каларĕ. Э.И.Манейкина алкоголизмпа вирлĕнрех  кĕрешме чĕнчĕ.

“2006-2007 çулсенче районта тăрăшакан çынсен ĕçлевне тата сывлăхне лайăхлатасси” программăна çирĕплетме район пуçлăхĕн çумĕ И.Л.Хораськин сĕнчĕ. Иван Лаврентьевич унпа паллаштарнă хыççăн депутатсем ăна çирĕплетме йышăнчĕç.

“Хĕрлĕ Чутай район çамрăкĕсем 2006-2010 çулсенче” тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланса пынине район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева каласа пачĕ. Вăл тĕрлĕ отрасльти пултаруллă 8 çамрăк специалист кăçал район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн премие тивĕçнине асăнчĕ. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче тăрăшакан 9 çамрăк Чăваш Республикин Президенчĕн хушăвĕпе стипендие тивĕçнине палăртрĕ. Çамрăк мăшăрсене пулăшас тĕллевпе йышăннă программăпа 3 çемье 178849 тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Татьяна Николаевна “Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне” тĕпе хурса йĕркеленĕ мероприятисем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Унтан вăл “Районти çамрăксем çум программăпа  паллаштарчĕ. Ăна депутатсем сасăласа çирĕплетрĕç.

Район Пухăвĕн ларăвĕнче чун ыратăвĕпе тухса калаçакансем те пулчĕç. И.Н.Никифоров депутата ял хуçалăхĕ хавшани пăшăрхантарать. Ю.А.Николаев депутат та кашни ĕçченĕн хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçламаллине, кирлĕ пĕтĕмлетÿсем туса малашне татах лайăхрах ĕçлеме тĕллев лартмаллине, юнашар районсенчен ырă тĕслĕх илмеллине палăртрĕ.

Пухăва пĕтĕмлетнĕ май, А.И.Криков “Коминтерн” ЯХПК ертÿçине, район Пухăвĕн председательне А.Б.Новикована “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ ятпа саламласа удостоверени пачĕ.



"Пирěн пурнăç"
12 августа 2006
00:00
Поделиться