Техникăпа туллин усă кураççĕ
Районти уй-хирсенче хĕрÿ ĕç çи - вырма пырать. Пулса çитнĕ тыр-пула вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пухса кĕртесси паян кашнинех хумхантарать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Криков уй-хир ĕçĕсемпе интересленсех тăрать, вырăна тухса унти лару-тăрупа паллашать. Çак кунсенче Александр Иванович “Асамат” хуçалăхра пулчĕ.
Кăçал “Асамат” хуçалăхăн пурĕ 2200 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртмелле. Августăн 8-мĕшĕ тĕлне планпа палăртнă лаптăкран 400 гектарне вырса илнĕ.
“Асамат” тулли мар яваплă обществăна кĕрекен “Санкинский” хуçалăха çитсе куртăмăр. “Хир карапĕсем” кĕрхи культура пуссисем çинче ĕçлеççĕ. Вырма ĕçĕсене 11 комбайн хутшăнать, вĕсенчен 4-шĕ - “Дон-1500”. Августăн 7-мĕшĕнче уй-хире çĕнĕ йышши, Германинче туса кăларнă “CLAAS-MEGA” комбайн ĕçе пуçăннă. Сăмах май, вăл икĕ “Дон-1500” вăйĕпе танлашать, ĕç калăпăшĕ те пысăк. Пĕр сменăра çак техника 90 гектар çинчи тыр-пула вырса илме пултарать, жаткăн сарлакăшĕ 7 метр. Хальлĕхе çĕнĕ техникăна Оренбургран килнĕ пысăк опытлă специалист ертсе пырать, вăл Алексей Ивановпа Владимир Кондратьев инженер-комбайнерсене ĕçе хăнăхтарать. Райадминистраци пуçлăхĕ А.И.Криков, ял хуçалăх специалисчĕсем кунта çĕнĕ техника ĕçе пуçăннипе, ĕç хăвăртлăхĕпе, вырма пахалăхĕпе кăмăллă пулчĕç.
Яманкасси тăрăхĕнчи уй-хире çитсе куртăмăр. “Дружба” хуçалăх саланса кайни пирки халĕ кунти çĕрсем çинче “Асамат” хуçалăх тыр-пул туса илет. Эпир пынă вăхăтра уйсенче техника шавĕ тăратчĕ. Виçĕ “Дон” тинĕс пек хумханса выртакан сарă тулă пуссинче ăмăртмалла тырă выраççĕ, бункер хыççăн бункер тулать. Николайпа Андрей Ивантаевсем, В.Воробьевпа Ю.Кассиров, Г.Токаревпа В.Порейкин комбайнерсем техникăна тухăçлă ĕçлеттереççĕ. “Штанашский” хуçалăх ертÿçи Г.Н.Ишмейкин пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхи культурăсем 325 гектар йышăнаççĕ, хальлĕхе 70 гектар çинчен вырса илнĕ, тухăçĕ гектартан 30 центнерпа танлашать. Вырма тапхăрĕнче кадр ыйтăвĕсене те татса панă.
Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарнă çĕрте хăватлă МЗК, КАМАЗ автомашинăсем ĕçлеççĕ. Вĕсем харăсах 20-40 тонна тырă тиесе йĕтем çине леçеççĕ.
Хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче механизаторсемпе водительсене вĕри апатпа тивĕçтерсе тăраççĕ, ĕç вăхăтне перекетлес тесе хире тухса çитереççĕ. Л.Воробьевпа А.Лобова, Н.Сафронова поварсем пĕçернĕ апатпа пурте кăмăллă.
Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăхри пур уйсенче те ĕçе механизациленĕ. Комбайнерсем çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Йĕтемсем çинче уйран килнĕ тыр-пула çийĕнчех тасатаççĕ, вăрлăхлăх хатĕрлеççĕ. Палăртмалла, “Асамат” хуçалăхăн директорĕ И.Н.Михопаров пĕлтернĕ тăрăх, мĕн пур тыр-пулăн 33 проценчĕ çĕнĕ сортсем шутланаççĕ. Кăна вара ырламалла. Мĕншĕн тесен тыр-пултан лайăх тупăш илес пулсан пахалăхлă вăрлăх акса хăвармалла, çĕре кирлĕ пек апатлантармалла, ÿсен-тăрансене им-çамламалла. Çĕре хисеплесен, вăл “çимĕç”паратех. Асăннă хуçалăхра вара çак тĕллевсемпе ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсем туса илнĕ “Мироновский”, “Московская-39”, “Безенчукская-380”, “Галина” сортсем, Третикалий” культура районти ытти хуçалăхсене те кирлĕ пуласса шанаççĕ. Вăрлăха ялан аякран илсе килме пурин те майсем çукрах вĕт, пĕтĕмпех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавăнпа “Асамат” хуçалăх ыттисене кунта туса илнĕ сортсемпе усă курма сĕнет.
Уйсем ăнса пулнă тыр-пултан пушанаççĕ, пÿлмесене çĕнĕ тырă кĕрсех тăрать. Çав вăхăтрах механизаторсем кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ, кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ. Кăçал кĕрхи культурăсене 1100 гектар çинче акса хăварма палăртнă, хальлĕхе 500 гектар чухлĕ çĕр хатĕрленĕ.
Çапла, хуçалăхра ĕçсем ăнса пыраççĕ. Вырмара опытлă механизаторсем тимлеççĕ, хуçалăх ертÿçи ĕç пахалăхĕшĕн нумай тăрăшать. Кунти çĕр ĕçченĕсем вырмана вăхăтра вĕçлесси пĕрре те иккĕлентермест.