Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ял уявне паллă турĕç

Палăртнă вăхăт çитсен ватăсем, ача-пăча, яш-кĕрĕм, хăнасем Уйпуçĕнчи стадиона пухăнчĕç. Уява Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ф.Кошелев уçрĕ. Александр Федорович чи малтанах пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, уява хатĕрленсе кĕтсе илес тĕллевпе çынсем урамсене, кил-çурт таврашне тирпейленине асăнчĕ. Анчах та Уйпуçĕнчи 7, Çĕн Ирчемесри 6 кил-çурт умĕнче тирпей-илем кÿменнине вăл пăшăрханса пĕлтерчĕ. «Акă, пĕр çуртра юрлани-ташлани илтĕнет, уяв тăваççĕ, килĕ умĕнче вара такăнса ÿкмелле. Эпир пурте пĕр ял тăрăхĕнче пурăнатпăр,  çавăнпа та пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнасчĕ», - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне А.Кошелев.

Унтан Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Уйпуçĕнчи   М.Краснована, А.Кузнецова, З.Ермолаевана, В.Афанасьева, М.Родионована, Çĕн Ирчемесри И.Фадеева Çуралнă кунĕсем ячĕпе хĕрÿллĕн саламларĕ.

Çĕн Ирчемесри Владимир Сергеевичпа Вера Григорьевна Яхатинсемшĕн те августăн 2-мĕшĕ чи паллă кунсенчен пĕри. Çак кун вĕсем пĕрлешнĕренпе 55 çул çитнĕ. Яхатинсен çемйине А.Кошелев парне парса хавхалантарчĕ. Сăмах май, Владимир Сергеевич 23 çул хушши Уйпуç шкулĕнче директор пулса ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ те çак шкултах ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парассипе тимленĕ.

 Илле пророк кунĕнче асăннă ялти Юрий Яковлевичпа Алевтина Михайловна Сидоровсен те çемье çавăрнăранпа 35 çул çитнĕ. Вĕсем те уявра парнеллĕ пулчĕç.

Хальхи вăхăтра хĕрарăмсем йывăрлăхран шикленнипех ача çуратма тăхтаççĕ. Çĕн Ирчемесри Эльвира Сидорова ку йыша кĕмест. Вăл нумаях пулмасть çут тĕнчене Даниил ятлă ывăл парнеленĕ. Калас пулать, Эльвирăпа Юрий Сидоровсем кунсăр пуçне тата тепĕр икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Ял кунĕнче вĕсене çемьене  çĕнĕ йыш хушăннипе саламларĕç, парне пачĕç.

Малалла ял халăхĕ Мăн Этменти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шанчăк» фольклор ушкăнĕ, Э.Немешкинапа О.Михеева, «Туслăх» ушкăн шăрантарнă чăваш юррисене итлесе киленчĕ. Унтан спорта  кăмăллакансем тĕрлĕ вăйăсем выляса пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсем парнесем илме тивĕçрĕç.

Палăртмалла, ял уявне йĕркеллĕ ирттерес тĕллевпе уявшăн яваплă çынсем çак тăрăхра пурăнакансенчен укçа пухнă. Пухăннă 3 пин ытла укçана уяв кĕреки валли тата парнесем туянма тăкакланă.

 

 

 



"Пирěн пурнăç"
05 августа 2006
00:00
Поделиться