Умра - суйлав
ЧР Патшалăх Канашĕн пулас депутачĕсене суйламалли кун - октябрь уйăхĕн 8-мĕшĕ пулнине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. “Хальхи суйлавра çĕнĕлĕхсем чылай пулаççĕ”, - палăртнă республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе ирттерекен пресс-конференцие уçнă май ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн пуçлăхĕ Л.Линик.
Ку суйлаври депутатсем малтанхисем пек 4 çул мар, пĕр çул ытларах “халăх тарçи” пулса тăрăшĕç. Йышĕпе илсен те улшăну пур. Хальччен 73 ĕçленĕ пулсан, октябрь уйăхĕнче вĕсем пурĕ те 44 çеç пулĕç. Çавна май пĕр депутат вырăнĕшĕн çивĕч кĕрешÿ пуласси куç кĕрет.
Суйлав йĕрки çĕнĕлле. 44 депутатран çурри пĕр мандатлă округпа, тепĕр çурри вара парти списокĕсем урлă суйланмалла. Пурĕ 22 округ туса хунă. Пĕр округа вăтамран 45 пин суйлавçă кĕмелле. Çавна май пĕр округах икĕ район кĕме пултарать.
Суйлав парти списокĕсем тăрăх иртет терĕмĕр. Пирĕн республикăра партисен регистрациленĕ уйрăмĕсем 24 шутланаççĕ. Хальлĕхе хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен 16 пĕлтерсех тăраççĕ. Вĕсенчен пуçаруллăрах ĕçлекеннисем - “Пĕрлĕхлĕ Раççей” тата ЛДПР. Коммунистсен партийĕн сасси юлашки вăхăтра йăвашрах илтĕнет. Парти списокĕсенче 36 çынран ытлашши пулас çук. Вĕсене регион ушкăнĕсене пайламалла. Кашни ушкăнра вара кÿршĕллĕ икĕ округ представителĕсем пулмалла.
Л.Линик шучĕпе, кăçалхи суйлав валли укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă. Пĕр мандатлă округран суйланакан кандидатăн фончĕн калăпăшĕ 1,5 миллион тенкĕ, партин - 30 миллион тенкĕ.
Бюллетеньри “Пурне те хирĕç” графа пирки те калаçу пулнă пресс-конференцире. Пирĕн республикăра октябрь уйăхĕнче иртекен суйлавра çак графа сыхланса юлать.
ЧР Патшалăх Канашĕн 4-мĕш созыври депутатсен суйлавне хатĕрленсе ĕçлемелли пайтах вара. Вĕсенчен паллăраххисене асăнса хăварар: август уйăхĕн 29-мĕшĕ - кандидата, кандидатсен списокне регистрацилемелли юлашки кун. Сентябрĕн 7-мĕшĕ - суйлавçăсен списокне хатĕрлемелли юлашки кун. Сентябрĕн 9-мĕшĕ - массăллă информаци хатĕрĕсем урлă суйлав агитацийĕ пуçламалли пĕрремĕш кун. Сентябрĕн 27-мĕшĕ - политика партийĕсен суйлав умĕнхи программине пичетлемелли юлашки кун. Октябрĕн 6-мĕшĕ - суйлав умĕнхи агитаци тумалли юлашки кун.
Сăмах май, октябрĕн 8-мĕшĕ Чутай район çыннисемшĕн ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне суйламалли кун çеç пулмĕ. Акă, çак кунах Трапайри 4 № пĕр мандатлă суйлав округĕ тăрăх Трапай, Урикасси, Туканаш тата Уттапăр ялĕсенче пурăнакансем Трапайри Культура çуртĕнче район Пухăвĕн депутатне суйлĕç. Çавăн пекех Пантьăкри 12 № пĕр мандатлă суйлав округĕпе район Пухăвĕн депутачĕ кам пулассине Пантьăк, Хирлÿкасси, Ирчкасси, Пухтанкасси ялĕсен çыннисем тата Лоба, Хватукассинчи Гагарин, Запруднăй урамĕсенчи, Советски урамĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш номерлĕ çуртсенче пурăнакансем Пантьăк ял клубĕнче сасăласа палăртĕç.
Унсăр пуçне виçĕ округпа ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутатне суйламаллине палăртмалла. Акă, 2 № суйлав округĕ тăрăх Хĕрлĕ Чутай салинчи Комсомольски, Гагарин, Юбилейнăй тата Свердлов урамĕсенче пурăнакансем Хĕрлĕ Чутай ял клубĕнче (Кивĕ центр) ял тăрăхĕн депутатне суйлĕç. Çакăн евĕрлĕ суйлавах 4 № суйлав округĕнче пулĕ. Атнарти Культура çуртĕнче Атнарти Лесная (91№ - 92№ çуртсем), Шорово урамĕсенче, Черемушкинче пурăнакансем хăйсен депутатне сасăласа палăртĕç. Çавăн пекех 6 № суйлав округĕпе те Уйпуç ял клубĕнче Мир урамĕнчи 1№ - 67№ тата 2№ - 74№ çуртсенче, Центральнăй урамри 75№ - 83№, 76№ - 80№ çуртсенче пурăнакансем ял тăрăхĕн депутатне суйлĕç. (Редакцирен: вулакансене ăнланмалла пултăр тесе ял урамĕсен ячĕсене вырăслах пичетлерĕмĕр).
Октябрĕн 8-мĕшĕнче вара 8 сехетрен 20 сехетчен республикăри пур суйлав участокĕнче сасăлав иртет. Суйлавçăсен 20 проценчĕ сасăласан суйлав иртнĕ шутланать.