Ĕç çи хĕрсе пырать
Районти колхозсемпе ял хуçалăх кооперативĕсенче халĕ ĕç вĕресе тăрать: пĕрисем улăх-çаран утине юлашки гектарсем çинчен пуçтараççĕ, теприсем хĕрсех тырă выраççĕ. Акă, “Путь Ильича” колхозри çĕр ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕçе пуçăннă. Вырма ĕçĕпе интересленнĕ май, хуçалăха çитсе курма, унти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма тÿр килчĕ.
Уй-хире тухсан чун савăнать: сап-сарă тырă пусси сарăлса выртать, “хир карапĕсем” пĕрин хыççăн тепри çаврăм тăваççĕ, автомашинăсем уй-хир пуянлăхне - ылтăн тырра йĕтем çине турттараççĕ.
Ку хуçалăхри çĕр ĕçченĕсен кăçал 880 гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртмелле, вĕсенчен кĕрхи культурăсем 302 гектар йышăнаççĕ. Палăртмалла, кунта кăçалхи вырмана 5 комбайн тухмалла, вĕсенчен пĕрне, “Енисей-950” комбайна, çак кунсенче çеç илсе килнĕ-ха.
А.Даниловпа Ю.Картмасов хăйсене çĕнĕ техника шанса панăшăн кăмăллă. Сăмах май, вĕсем иккĕшĕ те чылай çул колхозра тăрăшаççĕ, малтанхи çулсенче шоферта ĕçленĕ. Халĕ комбайнерсем хĕрсех çĕнĕ техникăна пухассипе ĕçлеççĕ, паян-ыран вĕсем те вырмана тухĕç. Ун чухне вара ĕç чылай малалла кайĕ.
Хальлĕхе комбайнсем кал-кал ĕçлеççĕ, техника кивĕ мар темелле. “Енисей-950” штурвалне А.Чеченешкинпа Н.Васюков, СК-5 “Нива” комбайнсене В.Артемьевпа В.Замуткин, В.Чеченешкинпа В.Кудряшов тытса пыраççĕ.
- Çанталăк аван тăрсан, техника тикĕс ĕçлесен вырмана хăвăрт тата лайăх пахалăхпа вĕçлеме май пур, - теççĕ вĕсем.
Тырă турттарса тăракан водительсем пирки те ырă сăмахсем каламалла. В.Сетейкинпа А.Емельянов шофер ĕçне лайăх пĕлеççĕ, “хир карапĕсем” пушатнă “ылтăн тырра” тÿрех йĕтем çине ăсатса тăраççĕ.
Йĕтем çинчи тырра аласа, типĕтсе кĕлете кĕртес енĕпе бригада ĕçлет. Унта шкул ачисене те явăçтарнă.
Механизаторсем кĕрхи çĕртме тăвассипе тăрăшаççĕ. Кăçал ăна 600 гектара яхăн сухаламалла. Хальлĕхе кĕрхи культурăсене акма 20 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку енĕпе вара ĕçе хăвăртлатмалла.
Пĕтĕмĕшле илсен, “Путь Ильича” хуçалăх кăçал вырмана хăвăрт, пысăк пахалăхпа ирттерессишĕн тăрăшать. Çапла пултăр тесен мĕн пур вăя вырма çине ямалла, техникăпа туллин усă курмалла.