Вăхăт çĕнĕлле шухăшлама, пултаруллăн ĕçлеме хушать
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕршывра “Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен” саккунĕ вăя кĕчĕ. Çĕнĕ саккун вырăнти пурнăçа тĕпрен çĕнетсе улăштарма тивĕç. Ĕç тăвакан влаçăн вара киввине пăрахăçласа çĕннине вăя кĕртме нихăçан та çăмăл пулман. Халĕ те çаплах. Çĕнĕ саккун йĕркене çирĕп пăхăнса, пултаруллă ĕçлеме хушать. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен РФ саккунĕсене пурнăçа кĕртес, халăха тĕрĕс çулпа ертсе пырас тесен уйрăмах кирлĕ хутсене, документсене тĕрĕс пĕлсе йĕркелемелле.
Çулталăкăн çур çулĕ иртрĕ. Çавна май районти прокурорăн пулăшуçи А.А.Ермолаев çак хушăра ял тăрăхĕсенче саккуна епле пăхăнса ĕçленипе кĕскен паллаштарчĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тĕрлĕрен документсем хатĕрленĕ чух юристсемпе канашланă хыççăн çеç кирлĕ йышăнусем тума чĕнсе каларĕ.
Иккĕмĕш ыйтупа Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Т.Дмитриев калаçрĕ. Вăл вырăнти лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ, туса ирттернĕ ĕçсемпе малашлăх тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Сăмах май, Питĕркасси ял тăрăхĕн специалисчĕсем ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса малалла пултаруллăн ĕçлесе пыма тĕллев лартнă. Çав çулпа вĕсем çирĕппĕн утаççĕ темелле. Акă, ялсенчи урамсенче, масарсем çинче тирпейлĕх хуçалантăр тесе чылай пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă, унта ял çыннисене те явăçтарнă. Анчах хăшĕ-пĕрисем кил умĕнче йĕрке тумаллине, тасалăх хамăршăн пулнине ăнлансах каймаççĕ. Вĕсене ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем çакăн çинчен аса илтерсех тăраççĕ, анчах питех итлеменнисене саккун тăрăх явап тыттарма пултарнине шута илесшĕнех маррисем те пур-ха.
Кăçалхи çула Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ тесе палăртнă май, Питĕркасси ял тăрăхĕнче тăрăшакансем этемĕн чунне “ăс-хакăл çăкăрĕпе” тивĕçтерессипе япăх мар ĕçлесе пыраççĕ: ял кунĕсем ирттереççĕ, тĕрлĕрен тĕл пулусем йĕркелеççĕ, халăха концертсемпе савăнтараççĕ.
Пур çĕрте те ача çуратасси, вилекенсен йышĕ ÿссе пыни пирки пăшăрханса калаçаççĕ. Анчах юлашки çулсенче, 2000 çулхипе танлаштарсан, çемьесене “çĕнĕ кайăксем” ытларах вĕçсе кĕни палăрать. Акă, кунта юлашки ултă уйăхра 14 ача çуралнă, 21 çын вилнĕ. Ку кăтартусем пĕлтĕрхинчен кăшт лайăхланнă.
А.Т.Дмитриев “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ вырăнта мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарчĕ. Ку тăрăхра пурăнакансем килти хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредита илме 44-ăн документсем хатĕрленĕ, вĕсенчен 24-шĕ 2697 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ ĕнтĕ. Ку енĕпе ĕç малалла пырать.
Пухăннисем çĕр ыйтăвĕ тавра, халăхран налук пухасси пирки чылай калаçрĕç тата ытти хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç.
Питĕркасси ял тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллашнă хыççăн ытти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, “Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ” Указа мĕнле пурнăçласа пынипе паллаштарчĕç. Отчетсене итленĕ хыççăн Татьяна Николаевна пĕтĕмлетÿ турĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене халăхпа ытларах ĕçлеме, ял урамĕсенчи тирпейлĕхшĕн, тасалăхшăн тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Кăçал ял тăрăхĕсем хушшинче конкурс ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Пăр тапранчĕ темелле. Çавна май, çур çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, хальлĕхе лайăх кăтартусемпе Питĕркасси, Атнар, Тралькасси, Штанаш, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсем палăраççĕ.
Унтан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Питĕркасси ялĕн урамĕсене пăхса çаврăнчĕç, Хурапырпа Кÿпеш ялĕсен масарĕ çине çитсе курчĕç. “Масар тирпейлĕхĕ - ял сăнĕ”, - теççĕ халăхра. Кунта вара йĕркелĕх хуçаланать. Çак ырă тĕслĕх ыттисемшĕн вырăнлă пуласса шанас килет.
Ял тăрăхĕсен кунне хутшăннисем Питĕркасси тăрăхĕнчи колхоз садĕнче те пулса курчĕç. Тĕлĕнмелле пысăк сад. Хăй илемĕпе вăл пурне те тыткăнларĕ. Ăна ĕрчетсе яраканĕ Н.Н.Магаськин сад ăсти пулнă. Вăл халĕ те пурăнать. Тăван халăхшăн чăннипех чĕрĕ палăк лартса хăварнă. Ăна малашне те лайăх пăхса тăрасси унта пурăнакансенчен нумай килет.