Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хÿтлĕх. Ваттисене - канлĕ ватлăх

Кĕçнерни кун район пуçлăхĕ çумĕнчи коллегин ларăвĕ иртрĕ. Пухăннисем районти Ветерансен çурчĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тата пĕччен пурăнакан ватăсене социаллă пулăшу парасси епле пурнăçланса пыни çинчен калаçрĕç.

Чи малтанах Уттапăрĕнчи Ветерансен çурчĕн заведующийĕ А.Н.Шевченко хăйсем патĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кунта 25 çын (7 арçынпа 18 хĕрарăм) пурăнать иккен, вĕсене 4 социаллă ĕçчен пăхса тăрать, пĕр повар кунне виçĕ хутчен вĕри апат çитерессипе тимлет. Уйăхсерен кунти ватăсем (ытти Ваттисен çурчĕсенче те çаплах) пĕр пин тенкĕ тÿлеççĕ. Спонсорла пулăшу панине пула кунта выльăхсем те пур. 90 сотăй çĕр лаптăкĕ пуррине те палăртмалла, 60 сотăй çине çĕр улми лартнă. Кĕркунне ĕне туянма шутлаççĕ, уттине хатĕрленĕ те ĕнтĕ.

Атнарти Ваттисен çуртĕнче 9 хĕрарăмпа 3 арçын пурăнаççĕ. Заведующи тивĕçĕсене Е.А.Степанова чылай çул пурнăçласа пырать. Ватăсемпе кунти ĕçченсем пĕрле 37 сотăй çинче тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстереççĕ. Кашни çулах вĕсене Атнарти вăтам шкул ачисем çĕр улми пухса илме пулăшаççĕ. Пĕлтĕр Парксемпе садсен çулталăкĕ пулнă май, Ваттисен çуртĕнче пурăнакансем чылай йывăç лартса хăварнă, кăçал та 50 тĕп лартнă, пĕлтĕрхисем чĕрĕлнĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех атнарсем Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне тĕпе хурса тĕрлĕ мероприятисем ирттернине палăртрĕ Е.А.Степанова. “Пучах” ача сачĕпе вырăнти шкул ачисем тăтăшах концертпа савăнтарни те аслă ăру çыннисен кăмăлне çĕклет.

Упукушкăнчи Ветерансен çуртĕнчи кулленхи пурнăçпа Г.Г.Осипова заведующи паллаштарчĕ. Кунта 12-ĕн хÿтлĕх тупнă. 50 сотăй çĕр лаптăкĕ те пур.

Малалла хăйсен ĕçĕ пирки социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центрта тимлекен З.К.Михопарова, С.Н.Орлова тата О.Е.Альгешкина каласа пачĕç, ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç.

Юлашкинчен район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Н.Шереметьева пĕтĕмлетÿ турĕ, центрти çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе мероприятисен планне хатĕрлеме сĕнчĕ, социаллă сферăра тимлекенсене  аслă ăру çыннисене пысăк тимлĕх уйăрма, вĕсене канлĕ ватлăхпа тивĕçтерме, кирлĕ чухне йăпатма чĕнсе каларĕ. Коллеги членĕсем вара малашне Ваттисен çуртĕнче пурăнакансене апатлантарма заведующисене районти ял хуçалăх кооперативĕсенчен аш-сĕт туянма килĕшÿсем тума ыйтрĕç.



"Пирěн пурнăç"
29 июля 2006
00:00
Поделиться