Çăмăллăхлă кредита илни вырăнлă
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ яла аталану çулĕ çине кăлармалли малашлăх пулнине, вăл килти хушма хуçалăха аталантарнине район çыннисем ăнланчĕç. Çавна май çăмăллăхлă кредита илес текенсен хисепĕ ÿссех пырать. Июлĕн 27-мĕшĕ тĕлне, районти 269 çемье 27 миллион та 462 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Лимита 114 процент пурнăçланă.
Патшалăх паракан çăмăллăхлă кредита Тралькасси ялĕнчи Николай Андреевичпа Тамара Васильевна Катейкинсем те илсе ăна ĕçе кĕртме пуçланă. Катейкинсем выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ, чăххи-чĕппи те самаях. Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма утă-улăм хатĕрленисĕр пуçне çирĕп, çил яман вите кирлĕ. Шăпах çак тĕллевпе вĕсем блокран 16 метр тăршшĕ вите купалама тытăннă. Кирлĕ строительство материалĕсене районти Фондеркин предпринимательтен, Çĕмĕрлери вăрман хуçалăхĕнчен илсе килнĕ. Паллах, пысăк калăпăшлă вите туса лартма ĕç вăйĕ кирлĕ.
Çавăнпа та Катейкинсен çемйи ялти вăй питти арçынсене вите тума тара тытнă. Ку ĕçре Мускавра пурăнакан Юра ывăлĕ те пулăшма килнĕ.
Кредита ял çыннине тÿлесе татма çăмăл мар. Апла пулин те Катейкинсем патшалăх паракан çăмăллăхлă кредита илни питĕ вырăнлă тесе шутлаççĕ. Çапла майпа хуçалăхри выльăхсен йышне ÿстерме, çемье тупăшне хушма пулать.