Кашни хуçалăхрах лару-тăру тĕрлĕрен
Ял ĕçченĕ çуллахи вăхăтра канăçа пĕлмесĕр ĕçлет, хĕле хатĕрленет. Халĕ районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче обществăлла выльăх апачĕ хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Вăхăт вара кашни кун малалла шăвать. Утă çи хĕрсе пынипе пĕрлех вырма çывхарать, ăна ирттерме те лайăх хатĕрленмелле. Çĕр ĕçченĕ кăçалхи вырмана тухма хатĕр-и; Çак тĕллевпе июлĕн 24-мĕшĕнче райадминистрацин АПК предприятийĕсемпе ĕçлесе пыракан пайĕн специалисчĕсем Н.Ф.Коробковпа А.Н.Куропаткин “Сура”, “Коминтерн”, “Путь Ильича”, “Нива”, В.Никитин фермер хуçалăхĕсенче пулчĕç, вĕсенчи лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашрĕç, специалистсемпе тĕл пулса калаçрĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.
Ĕçлĕ тĕл пулу “Сура” ЯХПК-ран пуçланчĕ. Хуçалăх ертÿçи В.П.Данилов ĕç вырăнĕнчех пулчĕ, кунти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Сăмах май каласан, “Сура” ЯХПК паян йывăр лару-тăрура. Мĕншĕн тесен уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама техника çитмест, пуррисем те кивелнĕ ĕнтĕ, вĕсенчен усси сахалрах, механизаторсем çук, пур пулсан та “пысăк укçа” шыраса аякка ĕçлеме çÿреççĕ. Юсав пайĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли материал валли укçи-тенки çитмест. Хуçалăхра ĕçлекенсене “чĕрĕ” укçапа тивĕçтереймеççĕ, мĕншĕн тесен парăмсем пур. Хуçалăх ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, ĕç укçин парăмĕсемшĕн ял хуçалăх продукцийĕпе пĕчĕккĕн татăлса пыраççĕ. Хуçалăхра вара ĕç çи калăпăшĕ пĕчĕк мар. Хальхи вăхăтра кунта выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Ку таранччен нумай çул ÿсекен курăксене 121 гектар çинче çулнă, тата 45 гектар çинчен пухса илмелле. Утă 70 гектара яхăн янтланă, сенаж-силос хатĕрлеме палăртман. Сăмах май, кунта сумалли ĕнесем те 11 пуç çеç. 2003 çулта вĕсен хисепĕ 69 пуç пулнă. Хуçалăх тăкаклă ĕçлесе пынăран, паллах, ĕне выльăх шутне чакарса пынă, сыснасен шучĕ те çултан-çул пĕчĕкленет. Паянхи куна илсен, вĕсем 9.
“Сура” ЯХПК-ри дояркăсем талăкра кашни ĕнерен 10 килограмм сĕт суса илеççĕ, ку район вăтам кăтартăвĕнчен кăшт пĕчĕкрех. Сăмах май, юлашки вăхăтра кашни кун çумăр лÿшкенĕрен пур хуçалăхсенче те сăвăм чакнă.
“Сура” ЯХПК-ра йывăрлăхсем çук мар. Вĕсем çĕнĕ техника туянаймаççĕ, вырăнта пурăнакансем ĕçе тухсах каймаççĕ, кунта ĕçлеме аякран килсе çÿреççĕ. Акă, кăçал кунта Хирлÿкасси ялĕнчи Морозов Николай Витальевичпа ывăлĕ Сергей вăй хураççĕ. Вĕсем МТЗ-80 тракторпа пĕтĕм ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Вырма тапхăрĕнче те вĕсемех комбайн штурвалĕ умне ларĕç. Çаран уйĕсенче те “Аккозинский” ЯХПК ĕçченĕсем тăрăшаççĕ, вĕсемпе килĕшÿ тунă.
Районта кĕрхи çĕртме тăвассипе хĕрсе ĕçлеççĕ пулсан, кунта вара ăна пуçăнман-ха. Каллех тара тытма тивет. Кĕр тыррисене акма вăрлăх та хальлĕхе çук. Çавăнпа та “Сура” ял хуçалăх кооперативĕнче вырма та çăмăллăн иртĕ теме йывăртарах.
“Коминтерн” ЯХПК территорине пырса кĕрсенех вара урăхла ÿкерчĕк куç умне тухса тăчĕ: кĕрхи тулă пусси чуна илĕртет, тырă пучахĕсем тулли, уйсем таса. Кунта çуллахи вăхăтра çум курăка пĕтерессипе çине тăрса ĕçленĕ. Техника паркĕнче “хир карапĕсене” ĕçе хатĕрлессипе тимлеççĕ. “Дон-1500” комбайнсем хире тухма хатĕр лараççĕ. Сăмах май, çанталăк лайăх пулсан, атнарсем комбайнсене çак эрнере кĕрхи тулă пуссине илсе тухма палăртаççĕ. Тĕп агроном Н.Д.Воронов пĕлтернĕ тăрăх, йĕтем çинче те хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ, кĕлетсенче те йĕрке тунă.
“Путь Ильича” колхоза та çитсе куртăмăр. Техника паркĕнче ĕç шавĕ тăрать. Кунта та вырмана хĕрсе хатĕрленеççĕ. Кăçалхи тыр-пула пухса кĕртес ĕçе 3 комбайн хутшăнмалла. Кĕçех тата “Енисей-950” вĕр çĕнĕ комбайн килсе çитмелле. Çапла вара, “Путь Ильича” колхоз ĕçченĕсем пиçсе çитнĕ тыр-пула вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пухса илесси пĕрре те иккĕлентермест.
“Нива” ял хуçалăх кооперативĕнче те ĕçсем кал-кал пыраççĕ, пысăк чăрмавсемех çук. Вĕсен те кăçал тыр-пул ăнса пулнă, ăна пĕр тăкаксăр пухса илме палăртаççĕ.
В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи лару-тăрупа унти специалистсем паллаштарчĕç. Механизаторсем паркра тимлеççĕ, комбайнсене хĕрÿ тапхăра хатĕрлеççĕ. Райадминистрацин специалисчĕсем вĕсен ĕçĕсемпе интересленсе çитменлĕхсене палăртрĕç, кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. Йĕтем çинче машинистсем тырă аламалли агрегатсене ĕçе хатĕрлеççĕ, хĕрарăмсен бригади кĕлетсене тасатассипе тимлет. Кăçал кĕрхи культурăсене 300 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ пулсан, халиччен 120 гектар çĕр хатĕрленĕ. Кĕр тыррисем, çурхисемпе танлаштарсан, тухăçне ытлараххине аван ăнланаççĕ вĕсем.
Ку тăрăхри çĕр ĕçченĕсен ĕç калăпăшĕ кăçал чылай пысăк: кĕр тыррисем 40 гектар йышăнаççĕ, çуртрисене пурĕ 494 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Кăçал хĕлле çанталăк сивĕ пулнăран кĕр тыррисен пысăк лаптăкĕ шăнса кайнă, çавăнпа вĕсене çĕнĕрен сухаласа çурхи культурăсене акса хăварма тивнĕ.
Вырма ĕçĕсемпе интересленнĕ май, утă çи тапхăрĕ епле пынипе те кăсăклантăмăр. Паянхи куна утă 100 тонна, сенаж 256 тонна янтланă, ĕçсем малалла пыраççĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксене çулма пуçламан-ха. Сăмах май, хуçалăхра ĕне выльăх шутне ÿстерсе пынăран (100 пуçран 125 çитернĕ) выльăх апачĕ сахал мар кирлĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк пулнипе паха апат ытларах янтлама тăрăшаççĕ.
“Асамат” хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕç малалла пырать: утă хатĕрлеççĕ, сенаж-силос янтлаççĕ. Кунта пĕр çул ÿсекен курăксене çулма пуçăннă ĕнтĕ. Ăна сенажа хывса пыраççĕ.
Хуçалăхри ĕçченсем выльăх апачĕ хатĕрленипе пĕрлех комбайнсене юсассипе тимлеççĕ. Кăçалхи вырмана тăватă “Дон-1500”, çичĕ СК “Нива” хутшăнĕç. “Хир карапĕсене” пысăк опытлă механизаторсене шанса панă. Тырă тухăçĕ те япăх мар пулмалла. Мĕншĕн тесен хуçалăх элитлă сортсем акса хăварнă, уйсене гербицидпа вăхăтра им-çамласа тăнă. Мухтанма иртерех, вăхăт кăтартĕ.
“Çуллахи кун çулталăк тăрантарать”, - тетпĕр. Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах туса илес тесен паха апат хатĕрлессипе тимлемелле. Çакна хуçалăх ертÿçисемпе унти специалистсен ăша хывмалла, ĕçре дисциплина, çаврăнăçулăх, пуçарулăх пулмалла.