Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Венгрирен выльăх туянмĕç

 

Кĕçнерни кун “Коминтерн” хуçалăха Раççейри ял хуçалăх асăрхавĕн ЧР  управленийĕнчи ветеринари пайĕн специалисчĕ И. Н.Тякунов, патшалăх ветеринари асăрхавĕн тата ветеринари мероприятийĕсене йĕркелекен пайĕн тĕп специалисчĕ Ф.П.Константинов, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Г.А. Стекольщиков килсе çитрĕç. Вĕсем çак хуçалăх Венгри Республикинчен илсе килекен ăратлă выльăха ăçта усрама палăртнипе интересленчĕç, çав вырăн санитари правилисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕç, çитменлĕхсене тупса палăртса вĕсене вунă кун хушшинче пĕтерме предписани çырса хăварчĕç.“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ виçĕ çул-йĕрпе аталанать. Вĕсенчен пĕри - пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕр­лĕхрен продукци туса илессине малалла ÿстересси. Приоритетлă проектпа килĕшÿллĕн, республикăна ăратлă выльăх илсе килме пуçланă ĕнтĕ. Акă, июлĕн 17-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи “Арапуç” агрофирма ăратлă пушмак пăрусене 64 пуç Венгри Республикинчен илсе килнĕ. Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче çырнă тăрăх, Чăваш Ене пĕтĕмĕшле 280 пуç çамрăк выльăх илсе килме палăртнă.

Районти “Коминтерн” хуçалăх та Венгрирен  6 миллион тенкĕлĕх 96 пуç выльăх илес шутлă пулнă. Анчах та халĕ вăл иккĕленсе тăрать: ăратлă выльăха çав инçе çултан илсе килни продуктивлăха ÿстерме пулăшĕ-и е пачах та урăхла, тăкак кÿрĕ-и; Кунта çиччĕ виçсе пĕрре касмалла вĕт. Татăклă утăм тăвиччен пуç йĕри-тавра тĕплĕн шухăшламалла. Шухăшламалли вара, тĕрĕссипе, пайтах. Акă, Вăрмар районĕнчи “Арапуç” агрофирма Венгрине выльăх илме кайсан кунта пĕчĕк фермер хуçалăхĕсем çеç пулнине, пысăк комплекслă фермăсем çуккине пĕлнĕ. Кашни фермер 30 пуç майлă кăна выльăх усрать иккен. Çавăнпа та Вăрмарсен 64 пушмак пăрăва тĕрлĕ фермер хуçалăхĕсенчен суйласа илме тивнĕ. Расна условисенче пурăннă, тĕр­лĕрен апатланнă выльăх-чĕрлĕхе туянма, паллах, хăрамалла. Вĕсене кайран пĕр фермăна хупмалла-çке, кун пек чухне тĕрлĕ чир-чĕр те аталанма пултарать. “Коминтерн” хуçалăх ертÿçи, кунти ветеринари врачĕпе зоотехник шăпах çак сăлтава пула Венгрирен пушмак пăрусене илсе килме хирĕççине çак кун пĕл­терчĕç.  “Енчен те вĕсене пĕр хуçалăхрах усранă пулсан илеттĕм”, - тет Альбина Борисовна. Çапла, пĕр сывлăшпа сывланă, пĕр алăпа пăхнă выльăха туянсан аванрах та, шанчăклăрах та.

Тĕп хуламăртан çитнĕ хăнасем пĕр килнĕскерсем Атнар ферминче те пулчĕç.  Выльăхсене Венгрирен илсе килсен вĕсене карантин вăхăтĕнче çакăнта хупма палăртнă иккен. Вĕсем Атнар фермине шуратнине, дезинфекциленине ырларĕç. Çав хушăрах выльăхсене уçăлма кăлармалли вырăна дезинфекцилемеллине, кунти навуса кăлармаллине, ÿкнĕ картасене йĕркене кĕртмеллине асăрхаттарса хăварчĕç. Çак çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерме хушрĕç.

               

             

 

 



"Пирěн пурнăç"
22 июля 2006
00:00
Поделиться