Çула çитмен çамрăксем Тихвин мăнастирĕнче пулса курнă
Райадминистраци çумĕнчи çула çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комисси районти шалти ĕçсен тата вĕрентÿ пайĕсемпе, халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центрпа пĕрле право йĕркине пăсма пултаракансене Çĕрпÿри СИЗО-на тата Тихвин мăнастирне илсе кайнă.
Çĕрпÿри СИЗО-ра çула çитмен çамрăксем мĕнле условисенче пурăннипе паллашсан, ачасем мăнастирте пулса курнă. Кунта пачах та урăх тĕнче иккен! Шăплăх, лăпкăлăх, ырă кăмăллăх тата ĕненÿ хуçаланать. Йывăçран касса хатĕрленĕ эрешсемпе илемлетнĕ çуртсен хитрелĕхĕ, пăхса ытарайми çурăлса ларакан чечексем çамрăксен чунĕсене тыткăнланă.
Тăван ене таврăннă чух ачасемпе районти çула çитмен çамрăксем хушшинче преступность мĕнле шайра пулни пирки калаçу ирттернĕ.
"Пирěн пурнăç"