Пĕр миллион тенкĕ - 50 ĕне туянма
Республикăри икĕ районтан – Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен çак кунсенче 50 çын ĕне туянмашкăн 20-шер пин тенкĕ илчĕç. Процентсăр укçана вара «Етĕрнери сĕт-çу завочĕ» УАО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов пачĕ. Сăмах майĕн каласан, иртнĕ çулти июньте вăл 53 çынна çулталăк хушшинче çакăн йышши кредита рынок хакĕпе сĕтпе татмалли условисемпе 15-шер пин тенкĕ уйăрса панăччĕ. Кил хуçалăхĕсенчен чĕр тавара Сергей Васильевич Сапожников ертсе пыракан «Сареевское» ТЯО урлă парса тăраççĕ, вăл ултă çул каяллах ĕнтĕ халăхран ытлашши сĕте пуçтарассине йĕркелесе янă (халĕ йĕркеленекен ялсенчи потребитель тата кредит кооперативĕсем евĕрлĕ. - Автор асăрхаттарать).
Ăна та техника туянмашкăн процентсăр кредитсем парса ĕçе йĕркелесе яма тата аталантарма пулăшнă «Етĕрнери сĕт-çу завочĕ» УАО пуçлăхĕ.
Пурнăç хăй тата Раççей шайĕнче кăçал йышăннă наци проекчĕсем, вăл шутра АПКна аталантарасси те, етĕрнесем палăртнă йышăнусем тĕрĕс пулнине çирĕплетсе пачĕç. Кунсăр пуçне тата пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли çак мел – икĕ еншĕн те усăллă. Халăх ытлашши сĕте, çуллахи вăхăтра унăн хакĕ самаях чакать пулин те, хаваспах парать. Чĕр тавар нумай, курттăммăн туянакансем вара ăна туянмалли хака ÿстерме васкамаççĕ: шăрăх вăхăтра пылак шывсем тата сĕткенсем ытларах каяççĕ-çке-ха. Çавăнпа та сĕт завочĕн сĕтрен услам çу тума тивет, унăн хăйхаклăхĕ вара килограмм пуçне 100 тенке ларать пулсан, сутнă чухне вăтамран 50-60 тенкĕ кăна. Урăхла каласан, хăш чухне тăкак тÿссе те ĕçлеме тивет, унсăрăн чĕр тавар парса тăракансем – ЯХПКсемпе кил хуçалăхĕсем шанма пăрахаççĕ, йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ кредит илекенсемпе тĕл пулнă чухне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хăш-пĕр хуçалăхсен председателĕсем («Путь Ильича» - Юрий Осипович Яндайкин, «Свобода» - Валерий Федотович Бромбин, «Нива» - Владимир Иванович Мурайкин) «Етĕрнери сĕт-çу завочĕ» УАО ертÿçисене тата коллективне ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва ăнланнăшăн тата ял çыннисене пулăшнăшăн тав турĕç. Сăмах майĕн каласан, заводра ĕçлекенсем вĕсене хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче пулăшу параççĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем илме укçапа тивĕçтереççĕ, ял хуçалăх техники туянма, выльăх-чĕрлĕх çурчĕсене юсама та уйăраççĕ. Кăçал кăна çак тĕллевсем валли хальлĕхе 16 миллион тенкĕ янă (иртнĕ çулта – 19 миллион тенкĕ).
Сĕт валли çĕнĕ ГОСТ ĕçе кĕртни чĕр тавар пахалăхĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма хистет. Лайăх сĕтсĕр пахалăхлă продукци туса кăларма çук. Çавăнпа та кÿршĕри районсенче «Етĕрнери сĕт-çу завочĕ» УАО тăрăшнипе сĕт пуçтаракан темиçе пунктра ку вăхăтри сĕт сивĕтмелли хатĕрсем вырнаçтарса лартма планланинчен тĕлĕнмелли нимĕн те çук.
Унтан та ытларах: заводăн ют çĕршывра туса кăларнă оборудованиллĕ сĕт тирпейлекен производство лаптăкĕсене анлăлатма палăртаççĕ.
- Малашлăхалла тинкермелле. Яла пулăшу парассипе йышăннă патшалăх политики паян питех те вырăнлă, мĕншĕн тесен вăл ял халăхне ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва татса парать, анчах та тĕнчери практика кăтартса панă тăрăх, сĕт производстви аталанасси пысăк производительсенчен килет. Пирĕн те выльăхсене пăхса усрамалли тата тăрантармалли çĕнетнĕ технологиллĕ ку вăхăтри фермăсем пуласса шансах тăратăп. 1-2 пуç ĕне усрамашкăн çемье çав тери нумай вăхăт тата вăй-хал тăкаклани лайăх япала мар ĕнтĕ. Ял çыннин пурнăçĕ хула çыннин пурнăçĕпе танлашмалла, çын хăйне аталантарма, пĕлÿ илме, ачисене воспитани пама, канма тата сывлăха çирĕплетме ытларах вăхăт уйăратăр. Экономикăн куçăмлă тапхăрĕнче урăхла ниепле те пулайманнине ăнланса эпир малашне те ял çыннисене, кил хуçалăхĕсене пулăшăпăр, - палăртрĕ юлашкинчен Н.В.Малов, - малтанхи партнерсем – ЯХПКсем çинчен те манмăпăр.
Çапла вара, районсен экономики малалла аталанма çĕнĕ вăй-хăват илĕ.