Чи вăйлисем тупăшрĕç
Июлĕн 13-мĕшĕнче районти тĕп стадионра çуллахи спорт вăййисем иртрĕç. Ял хуçалăхĕнче хĕрÿ ĕç çи пырать пулин те, каç кÿлĕм çитсен, спорта юратакансем ăмăртусене хутшăнма килсе çитрĕç. Уйрăмах вăйăсенче Ачкасси, Питĕркасси, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче пурăнакан çамрăксем хастарлăхпа палăрчĕç.
Чи малтанах старта пневматикăлла винтовкăран пеме юратакансем тухрĕç. Ку тупăшура ачасенчен Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан М.Ефремова çитекенни пулмарĕ. Вăл чи нумай очко пухса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Хĕрарăмсенчен пултарулăхпа Ачкасси тăрăхĕнчи Л.Зверева палăрчĕ, арçынсенчен - В.Романов (райадминистрацин çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ).
“Спортпа туслă çемье” тупăшу çивĕч иртрĕ. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай салинчи Дадюковсене çитекенни хальлĕхе çук, вĕсем - пĕрремĕш, иккĕмĕш - Ярайкинсем, виççĕмĕш - Ефремовсем.
100 метрлă дистанцие парăнтарассипе арçынсенчен ăсталăхпа В.Романов палăрчĕ, хĕрарăмсенчен çĕнтерÿçĕ ята А.Дадюкова тивĕçрĕ. Ачасем хушшинчи тупăшура Э.Дадюков пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ.
Шашкăлла выляма юратакансенчен малти вырăна Ю.Пахинов (казначейство уйрăмĕ) тивĕçрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В. Ярайкинпа В.Самышкин (Хĕрлĕ Чутай сали) пайларĕç. “Чи лайăх шахматист” ята вара Е.Сергеев (Хĕрлĕ Чутай сали) тивĕçрĕ, иккĕмĕш вырăнта - В.Самышкин, виççĕмĕш - А.Альгешкин ( “Хĕрлĕ Чутайри Электричество сечĕсем” предприяти ĕçченĕ).
Спорт вăййисене футболла выляма юратакансем вĕçлерĕç. Тĕл пулăва шалти ĕçсен пайĕн “Динамо” команди килсе çитрĕ. Вĕсем Уйпуçĕнчи çамрăксен “Тайфун” командипе тупăшăва тухрĕç. Сăмах май, Уйпуç ялĕн çамрăкĕсем футболла выляссипе чылай çул малти вырăна çирĕп тытса пыраççĕ. Кăçалхи сезонра вĕсем 21 очко пухса хальлĕхе район чемпионĕ шутĕнче пыраççĕ. Ку тĕл пулура та “Тайфун” шалти ĕçсен пайĕн спортсменĕсене 6:4 шутпа парăнтарчĕ. С.Ильин “Чи лайăх бомбардир” тесе палăртрĕç. Вăл хапхана виçĕ хутчен мечĕк тапса кĕртме пултарчĕ.
Вăйă хыççăн малтан районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕнче тăрăшнă В.Чернов “Динамо” командăри чи лайăх спортсмена, С.Ульянова, футбол бутси парса хавхалантарчĕ.
Сăмах май, июлĕн 20-мĕшĕнче Мăн Этмен стадионĕнче, каçхи 17 сехет те 30 минутра, зонăри çуллахи спорт вăййисем иртĕç. Ăмăртăва Пантьăк, Мăн Этмен, Тралькасси ял тăрăхĕсенчи спортсменсем хутшăнĕç.