Ултă уйăхра - 82 ача çуралнă
Çемьене “çĕнĕ кайăк” вĕçсе кĕни ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк телей, савăнăç. Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи ултă уйăхра ача çураласси самаях ÿснĕ. Апла пулсан демографилле лару-тăру ырă еннелле улшăнса пырать. Акă, çулталăк пуçланнăранпа районта 82 ача çурални çинчен регистрациленĕ, пĕлтĕр çур çулта 72 пепке кун çути курнă. Июнь уйăхĕнче çеç 15 ача çут тĕнчене килнĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта 13-ĕн çуралнă пулнă. Палăртмалла, иртнĕ çулсенче йĕкĕрешсем çуралнă тĕслĕхсем час-час пулкалатчĕç. Кăçал та Питĕркассинчи Медведевсен, Хăмарккари Романовсен çемйисенче йĕкĕреш ывăлсем çут тĕнчене килнĕ. Ку чăнах та телей.
Шел те, вилекенсен шучĕ çав-çавах пысăк. Ултă уйăх хушшинче пурĕ 275 çын çĕре кĕнĕ, пĕлтĕр çав хушăра çут тĕнчерен уйрăлакансем чылай сахалрах пулнă. Июнь уйăхĕнче çеç “каялла таврăнайми тĕнчене” 52 çын ăсатăннă, пĕлтĕр çак хушăра 45-ĕн вилнĕ.
Çамрăксем пĕр-пĕринпе килĕштерсе мăшăрланаççĕ. Çур çул хушшинче 46 мăшăр пĕр çемьене чăмăртаннă. Çав хушăрах уйрăлакансем те пур. Юлашки ултă уйăхра пурĕ 17 çемье арканнă, пĕлтĕр 15 пулнă.