Тимлĕхе вăйлатмалла
“Ял хуçалăх отрасльне аталантарма пулăшас енĕпе кредит илессипе Елчĕк, Çĕмĕрле... районĕсем уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсенче ăна палăртнă виçерен те ытларах илнĕ. Шел те, хăш-пĕр районта ку енĕпе ĕç-хĕл вăраххăн пулса пырать”, - тесе çырать “Хыпар” хаçат тăтăшах. Шăпах япăххисен шутне пирĕн район та кĕрет. Мĕншĕн; Мĕншĕн тесен ялсенче халĕ те çынсем вăранман-ха. Мăн Этмен ял тăрăхнех илер. Июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне, кунта çăмăллăхлă кредита пурĕ 4 çын (490 пин тенкĕлĕх) çеç илнĕ. Ку вăл ял тăрăхне уйăрса панă укçан 29 проценчĕпе кăна усă курнине пĕлтерет. Çавăн пекех Кив Атикасси, Хусанушкăнь, Штанаш ял тăрăхĕсенче те çак приоритетлă программа çине пысăк тимлĕх уйăрман.
Кредитпа туллин усă курнă ял тăрăхĕсем те пур. Акă, Питĕркасси ял тăрăхĕ уйăрса панă укçан 155 проценчĕпе! усă курнă. Кунти хушма хуçалăх тытакан 21 çемье 2 миллион та 397 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ачкассипе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсем те наци проектне вăя кĕртессипе аван ĕçлеççĕ.
Кредитпа тивĕçтересси малалла пырать. Июлĕн 5-мĕшĕ тĕлне, кредит организацийĕсене 13 миллион ытла тенкĕлĕх 122 заявка тăратнă. Пĕтĕмĕшле илсен, районĕпе килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредитпа 185 çемье 19 миллион та 219 пин тенкĕлĕх усă курнă.