Комисси ĕçе пуçăннă
Кăçал Ăс-хакăл çутлăхĕн тата чун аталанăвĕн çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса апрелĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Криков “Чи лайăх ял тăрăхĕ” конкурс ирттересси çинчен хушу кăларнă. Асăннă конкурса пур ял тăрăхĕ те хутшăнать. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене çур çул, тăхăр уйăх иртсен тата çулталăк вĕçленсен тума йышăннă. Ял тăрăхĕсен ĕçне хакланă чух бюджета мĕн чухлĕ тупăш хывнине, çавăн пекех автоçулсене, кĕперсемпе плотинасене, юханшывсене мĕнле пăхса тăнине, ял урамĕсенче тирпей-илем тĕлĕшĕнчен епле лару-тăру пулнине, ял тăрăхĕн сайчĕ информаципе тивĕçтерессипе мĕнле шайра ĕçленине тата ыттине те шута илеççĕ.
Пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсемпе малти вырăнсене йышăнакансем райадминистрацин I, II, III степеньлĕ Дипломĕсене, çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх укçан премие тивĕçеççĕ. Вăл ял тăрăхĕн обществăлла инфратытăмне аталантарма кайĕ.
Юлашки ултă уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес ĕçе комисси пуçăннă ĕнтĕ. Юн кун комисси членĕсем район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Т.Н.Шереметьева ертсе пынипе Ачкасси тата Атнар ял тăрăхĕсене çитсе курнă. Çывăх вăхăтра вĕсем ытти ял тăрăхĕсенче пулса курĕç, унти лару-тăрупа паллашĕç.