Чи пултаруллисене чысларĕç
Район пуçлăхĕ А.И.Криков Çамрăксен кунĕ ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕ, тĕрлĕ отрасльте тимлекен çамрăк специалистсене чысларĕ. Тĕрĕсрех, Çамрăксен кунĕ ячĕпе тата сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿÿ, ял хуçалăх, социаллă аталану, производство, пичет сферисенче хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тата çитĕнÿсем тунăшăн район пуçлăхĕн июнĕн 30-мĕшĕнчи 208 № хушăвĕпе килĕшÿллĕн, “Асамат” ТЯОн “Санкинский” хуçалăхĕн механизаторне С.С. Утейкина, “Нива” ЯХПК бухгалтерне С.Н.Саверкинана, “Коминтерн” хуçалăхĕн трактористне А.А.Фондеркина тата “Путь Ильича” колхозăн водительне Ю.А.Жерженова райадминистрацин Хисеп грамотипе хавхалантарма йышăннă. Çулсерен паракан райадминистраци пуçлăхĕн çамрăксен премине вара “Путь Ильича” колхозăн выльăх пăхаканĕ Н.П.Назаров, “Асамат” ТЯОн “Штанашский” хуçалăхĕн пăру пăхаканĕ О.А.Михайлова, район хаçачĕн тĕп редакторĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.А.Мидакова, “Уют” кафе заведующийĕ А.Я.Ильина, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн биологи тата хими учителĕ Н.В.Мидакова, районти тĕп больницăн стоматологĕ А.А.Терентьева, ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн культорганизаторĕ Г.Н.Катейкина тата Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн выпускникĕ, çамрăк спортсмен С.В.Миронов тивĕçрĕç.