Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Усăллă кану

Нумай ачаллă, тулли мар çемьесенче ÿсекен ачасен çу кунĕсене лайăхрах, интереслĕрех ирттерес тĕллевпе районти социаллă хÿтлĕх пайĕ çулсеренех вĕсене республика тулашĕнчи лагерьсене канма, сывлăхĕсене çирĕплетме ярать. Акă, июнĕн 12-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 2-мĕшĕччен 5 ача пĕрремĕш сменăра «Космонавт» лагерьте канать. «Шурă чулсем»  лагерьте те районти 5 вĕренекен июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 16-мĕшĕччен сывлăхĕсене çирĕплетĕç.



"Пирěн пурнăç"
01 июля 2006
00:00
Поделиться