Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пушартан сыхланмалла

Пушар хăрушлăхĕ çинчен çынсем пĕлеççĕ. Анчах çав-çавах инкексем пулаççĕ. Акă, çулталăк пуçланнăранпа районта пурĕ 19 хутчен “хĕрлĕ автан” ташланă, пĕлтĕр çак хушăра 20 пушар пулнă. Вут-çулăмра иртнĕ çул 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, кăçал вара çак тапхăрта пушарта 5 çын вилнĕ. Нимĕн те калаймăн, ку çав тери пысăк çухату. Акă, июнĕн 25-мĕшĕнче çĕрле Енкĕлт ялĕнче Елена Мироновна Михуткина хуçалăхĕнче пÿрт çуннă. Сăлтавĕ - электропралуксем кивелсе çитни. Сăмах май, кинемей юнашар кил-çуртра мăнукĕпе пурăннă, анчах хăйĕн малтанхи кивĕ çуртне те кĕркелесе çÿренĕ. Кивелнĕ çурт пулнăран тата унта никам та пурăнманран кил хуçи хĕрарăмĕ электропралуксене çĕнетме шутламан паллах. Çавна пулах пушар тухнă. Пушарнăйсем вăхăтра çитнине пула вут-çулăма малалла ашкăнма паман.

Çуллахи тапхăрта вут-çулăмпа уйрăмах асăрхануллă пулмаллине манас марччĕ.

 

 

 



"Пирěн пурнăç"
01 июля 2006
00:00
Поделиться