Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе 152 çын усă курнă

Районта килти хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитпа анлăн усă кураççĕ. Июнĕн 29-мĕшĕ тĕлне хушма хуçалăх тытакан 152 çемье 15 миллион та 933 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ: «Россельхозбанкран” - 30-ăн, районти Перекет банкĕнчен - 108-ăн, «Килĕшÿ» кредит кооперативĕнчен - 14-ăн.

Унсăр пуçне ял хуçалăх приоритетлă программипе усă курас тĕллевлĕ хушма хуçалăх тытакан 106 çемье 11 миллион та 839 пин тенкĕлĕх кредит илме документсем хатĕрленĕ. Калас пулать, çак йышран 100 çыннăн докуменчĕсем районти Перекет банкĕнче выртаççĕ. Куратăр ĕнтĕ, Перекет банкĕ те килти хушма хуçалăха аталантарма кредит пани çак ĕçе хăвăртлатрĕ. Халăхăн тĕрлĕ хутсем хатĕрлесе те ывăнмалла мар, çулĕ те çывăх.



"Пирěн пурнăç"
01 июля 2006
00:00
Поделиться