Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шкулти лагерьсенче сывлăха çирĕплетеççĕ

Ачасен çуллахи каникул вăхăтне усăллă ирттерес, сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе районти Питĕркассинчи, Атнарти шкулсенче, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче тата райцентрти пуçламăш шкул-садра лагерьсем ĕçлеççĕ. Пĕрремĕш сменăра пурĕ 270 ача сывлăха çирĕплетет. Вăл июлĕн 6-8-мĕшĕччен тăсăлмалла. Районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ М.Н.Глухова пĕлтернĕ тăрăх, лагерьсенче вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетме, канма условисем çителĕклĕ, унти воспитательсем хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кунта çÿрекенсене кунне икĕ хутчен апатлантараççĕ. Палăртма кăмăллă, Питĕркассинчи шкулта вĕренекенсем “Березка” ресторана апат çиме çÿреççĕ, хĕрлĕчутайсем - 1-мĕш номерлĕ столовăйра, атнарсем  вырăнти шкулта апатланаççĕ. Ачасем лагерьте ирхи 8 сехетрен пуçласа 14 сехет те 30 минутчен пулаççĕ. Çав хушăра вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ: ачасем юрлаççĕ, ташлаççĕ, ÿкереççĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ.

Шкул çумĕнче йĕркеленнĕ сывлăха çирĕплетмелли лагерьсен  укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене социаллă страховани тивĕçтерет.

 



"Пирěн пурнăç"
28 июня 2006
00:00
Поделиться