Çыравччен виçĕ кун юлчĕ
Пĕтĕм Раççейри Ял хуçалăх çыравĕччен тепĕр виçĕ кун çеç юлчĕ. Çавна май, çыравçăсем иртнĕ эрнере вĕренÿ витĕр тухрĕç. Июнĕн 24-30-мĕшĕсенче вара вĕсем хăйсен шутлав участокĕсенче çырав умĕн çÿреççĕ. Çыравçăсем ял çыннисемпе курнăçса çитес çырав тата унăн тĕп тĕллевĕсем пирки калаçаççĕ, çырав хучĕсенчи кăтартусем вăрттăнлăхра юлнине ăнлантараççĕ. Çавăн пекех çыравçăсем кашнин çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе активлă хутшăнмалли, тĕрĕс те тулли информаци памалли пирки палăртаççĕ. Манмалла мар, пур кăтартăва та çыравçă хурав параканăн сăмахĕсенчен çырса пырать. Пурте Ял хуçалăх çыравне çĕршыв умĕнчи яваплăха туйса хастар, нимĕнрен те хăрамасăр хутшăнасса, сарă тумлă çыравçăсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессе шанас килет.