Ял хуçалăхне аталанма май парать
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ июлĕн 1-25-мĕшĕнче иртет. Çак çырав Раççей Федерацийĕн информаци ресурсĕсене йĕркелеме, ял хуçалăх тытăмне е унăн ресурсĕсен хăватне е вĕсемпе мĕнле усă курнине палăртма е çавăн пекех ял хуçалăхĕ мĕнле аталанни çинчен тулли информаци илме парĕ.
Ял хуçалăх çыравĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Çырава хатĕрленсе чылай ĕç тунă, туса ирттермелли татах нумай-ха. Кунта ĕç тăвакан влаçăн мĕн пур шайри органĕсен тимлĕхĕ, халăх пуçаруллă пулни кирлĕ.
Район территорийĕнче шута илсе çитермен пушă çĕрсен лаптăкĕсем хуçасăр сарăлса выртаççĕ. Ял хуçалăх кооперативĕсем вăй çитерейменнипе вĕсем çинче тырă акса туса илмеççĕ. Статистика пайĕ шăпах çакăн пек вырăнсене, килти хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх йышне тĕплĕн шута илессипе тимлет. Ку ахальтен мар, пурнăç çапла ыйтать.
Çырав ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва тарăнрах пĕлсе тăма, çĕр тата аграри реформисене ирттернĕ май пулса пыракан улшăнусене, ял хуçалăх продукчĕсем туса илекенсен кашни категорине туллин палăртма, çĕршывăн апат-çимĕç ресурсĕсене пур енлĕн пĕлсе тăма пулăшĕ. Анчах хăш-пĕр граждансем ял хуçалăх çыравĕ ирттерни налук тÿлеттерессипе çыхăннă тесе ăнланаççĕ. Ун пек тĕллев çуккине палăртмалла. Никама та налук тÿлеттерме шутламаççĕ. Унăн тĕллевĕсемпе маларах паллаштартăм ĕнтĕ.
Ялсенче пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх йышне шута илнĕ чухне тĕрĕс мар кăтартусем параççĕ.Раççей Ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев хăй сăмахĕнче çапла калать: «Пирĕн çĕршыва ютран çулталăкра 13,9 миллиард тенкĕлĕх апат-çимĕç килет. Пахалăхĕ, паллах, иккĕлентерет. Çырав ирттерсе, ял хуçалăх тытăмне тĕплĕн тишкерсе, тен, хамăр çĕршыврах апат-çимĕç çителĕклĕ хатĕрлеме май пулать. Çырав ирттернĕ хыççăн статистика пайĕ ял хуçалăхне аталантармалли çул-йĕре витĕр курса, тĕрĕс пĕлсе тăрĕ».
Ял хуçалăх çыравĕ иртнĕ халăх çыравĕнчен чылай кăткăсрах, çырмалли питĕ нумай. Çавăнпа та ăна йĕркеллĕ ирттересси çыравçăсенчен,вĕсен яваплăхĕнчен те нумай килет.
Республикипе илсен, çырава пурĕ 2 пин ытла çыравçă хутшăнмалла, районта - сакăр вунна яхăн. Ку ĕçе ялта шут ĕçĕнче тăрăшакансене, аслă шкул пĕтерсе вăхăтлăх ĕçсĕр юлнисене явăçтаратпăр. Вĕсен ял хуçалăх таварĕ туса илекен пин-пин çын патне çитмелле. Паянхи куна илес пулсан, кашни ял тăрăхĕнче инструкторсен участокне йĕркеленĕ, 69 çыравçă хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçăнчĕç ĕнтĕ.
Палăртса хăвармалла, паянхи кун начар пурăнакансен йышĕнче - ял çыннисем. Ялта пурăнакансен пурнăçне çÿллĕ шая çĕклес тесен, ял хуçалăхне аталантармалла. Çырав ирттерни вара, çак проекта ĕçе кĕртес çĕрте пысăк пулăшу парĕ.