Выльăх-чĕрлĕхе - паха апат
Районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç анлăн сарăлса пырать. Июнĕн 23-мĕшĕ тĕлне, районĕпе нумай çул ÿсекен курăксене 397 гектар çинче çулнă, планпа - 5011 гектар. Уйрăмах утă хатĕрлессипе “Путь Ильича”, “Коминтерн”, “Свобода”, “Аккозинский”, “Асамат” хуçалăхĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсем утă-сенажа пысăк пахалăхпа хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. “Искра”, “Мочковашский” ЯХПК ĕçченĕсем те симĕс курăк çулас ĕçе пуçăннă.
“Свобода” колхозра тăрăшакансем сенаж-силос хывассипе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Кунта ăна траншейăсене 50 тонна яхăн хывнă та ĕнтĕ.
савăн пекех “Путь Ильича”, “Нива” хуçалăхсенче ĕççи анлăн сарăлса пырать.
Шел те, хĕрÿ тапхăра е туймаççĕ. “Победа” хуçалăхра выльăхсене çулса çитереççĕ, анчах паха апат хатĕрлессине пуçăнман-ха. “Сура” ЯХПК-ра та “симĕс ĕççи” вырăнтан хускалман. В.Никитин фермер хуçалăхĕпе çыхăнсан, Владимир Андреевич çак кунсенче хĕрÿ ĕçе тытăнасси пирки хыпарларĕ.
Курăксене çулмалли вăхăта тăсса ярас марччĕ, утăна васкарах çулса пĕтермелле. Мĕншĕн тесен паха апат выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас енĕпе пысăк вырăн йышăнать, унпах хуçалăх экономикине çирĕплетесси те тачă çыхăннă.
.