Ÿсĕр водителе пула - авари
Кунти шкул директорĕ Г.Д.Тимофеева пĕлтернĕ тăрăх, автобус салонĕнче 17 шкул ачи, пĕр педагог, вăрман хуçалăх ĕçченĕ пулнă. Аварире суранланнă ачасене, 10-шне, “васкавлă пулăшу” машинисемпе районти тĕп больницăна ăсатнă.
Халĕ çул-йĕр çинчи аварин тĕрĕслевĕ пырать.
Çав кунах райадминистрацин пуçлăхĕ А.И.Криков васкавлă лару ирттернĕ. Унта ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ М.Толстов тата Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен те килсе çитнĕ. Ларура Атнар çывăхĕнче пулса иртнĕ аварие сÿтсе явнă, çавна май районти шкулсенче çуллахи вăхăтра ачасен ĕç сыхлавĕпе мĕнле ĕçлесе пынине тĕрĕслессипе комисси туса хунă, председателĕ - райадминистрацин пĕрремĕш çумĕ Т.Н.Шереметьева. Инкеке лекнĕ ачасен çемйисене материаллă пулăшу пама йышăннă.