Кредит мĕнле илнипе интересленнĕ
Июнĕн 16-мĕшĕнче района Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин управленийĕн начальникĕн çумĕ С.В.Антонова ĕçлĕ çул çÿревпе килнĕ. Вăл районта «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăх тытакансем çăмăллăхлă кредита мĕнле илнипе интересленнĕ, АПК предприятийĕсемпе ĕçлесе пыракан пай начальникĕпе Г.Алмакаевапа, Перекет банкĕн заведующийĕпе С.Секайкинапа, ЧР Ял хуçалăх министерствин Хĕрлĕ Чутайри ял хуçалăх производствине пулăшас енĕпе ĕçлекен специалисчĕпе Л.Куропаткинапа пĕрле «Свобода» колхозра, «Коминтерн» ЯХПК-ан Туканашри сысна ферминче пулса курнă. Çавăн пекех вĕсем ял çыннисемпе тĕл пулнă, хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитăн условийĕсемпе паллаштарнă. Çак кредита районти Перекет банкĕнчен тата «Россельхозбанкран» илме май пуррине каланă.