Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çырава хатĕрленсе

Ял хуçалăх çыравĕччен вăхăт питĕ сахал юлчĕ.Хатĕрлев ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ирттересси тĕп вырăнта пулнине палăртмалла. Районта та тăтăшах çак ĕçе пурнăçлассипе тимлеççĕ. Сăмахран, Акатуй уявĕнче сарă футболкăллă икĕ çамрăк хĕр район çыннисене календарьсем, пакетсем валеçсе çÿренĕ. Калас пулать, июнĕн 11-мĕшĕнче агитаци микроавтобусĕ çула тухнă Çак кунсенче вăл пирĕн района та çитме пултарать.

Июнĕн 19-мĕшĕнчен тытăнса вара эрне хушши 69 çыравçă вĕренĕве хутшăнать. Çак кун вĕсене Ял хуçалăх çыравне районта ирттерессипе йĕркеленĕ комиссин председателĕ, район пуçлăхĕ А.И.Криков вĕрентÿ тапхăрĕ пуçланнă ятпа саламланă, çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе йĕркеллĕ ирттерме ăнăçусем суннă.



"Пирěн пурнăç"
21 июня 2006
00:00
Поделиться