Кинемей 100 çул тултарчĕ
Ĕмĕре 100 çулпа виçетпĕр те, анчах ăна пурăнса ирттерме çăмăл-ши; Акă, Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче пурăнакан чи ватă çын Акулина Ивановна Белова июнĕн 10-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Кинемее çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитнĕ ятпа саламлама райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ А.Башкиров, Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Праулов килсе çитрĕç, ялти чи ватă çынна çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, телей сунчĕç, асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕç.
Аслă ăру çыннисемпе тĕл пулса калаçнă чухне кашнинчех хумханса илетĕп: мĕн кăна курман вĕсем хăйсен ĕмĕрĕнче, мĕн кăна тÿссе ирттермен пулĕ, çапах чун-чĕре хастарлăхне, кăмăл-туйăмне çухатман. Ытларахăшĕ хăйсен тÿсĕмлĕхĕпе, ĕненÿлĕхĕпе çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çав тĕслĕх вара çул кăтартакан çăлтăр евĕр ăруран-ăрăва куçса пырать.
А.Белован кун-çулне илес пулсан, вăл нихăçан та çынпа харкашман, эрех ĕçмен, намăссăр сăмахсемпе ятлаçса вăрçăнман. Çын каланине итлеме хăнăхнă, ыррине ăша хывнă, ачисене те çапла хăнăхтарнă. Мăнукĕсем тата вĕсен ачисем те ялти йĕркеллĕ çынсем, ырă ятпа çÿреççĕ.
Акулина Ивановна 1906 çулта Етĕрне районĕнчи Йĕркасси (Салугино) ялĕнче çуралнă. Вăл пĕчĕк чухнех амăшĕ çĕре кĕнĕ. Ашшĕ виçĕ ачапа тăрса юлнă. Унтан вăл тепре авланнă, мăшăрĕпе тата виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Кинемей ачалăха аса илнĕ май, амаçури амăшĕ тăван анне ăшшине парайманни сисĕнсех тăчĕ, ашшĕ вара малтанхи ачисене хăйĕнчен тĕксе яман, пурне те пĕр пек пăхнă. Çавăнпа кинемей ашшĕне ырăпа асăнать.
Хĕр пурнăçĕ çапла-çке вăл, ÿссе çитсен качча каймалла, ача-пăча çуратса ÿстермелле. 1928 çулта Тури Çĕрпÿкасси каччипе, Ильяпа, çемье çавăраççĕ, 9 ачана кун çути парнелеççĕ. Анчах 7 ачин шăпи телейлĕ пулайман, тĕрлĕ чир-чĕре пула пĕрин хыççăн тепри çĕре кĕнĕ, икĕ ывăлĕн çеç сывлăхĕ çирĕп пулнă. Икĕ çул каялла ялта пурăннă ывăлĕ Шăнкăрч (хут çинче Иван) сарăмсăр вилсе кайрĕ, Ваçли ятлин те (Волгоград облаçĕнче пурăнать) сывлăхĕ хавшак.
- Çемье çавăрса, ача-пăча ÿстерсе телейлĕ пурăнма ĕмĕтленеттĕм те, анчах пĕтĕм шухăш-ĕмĕте вăрçă татрĕ. Упăшкапа 12 çул çеç пурăнса юлтăм. Вăрçă пуçлансанах ăна çара илсе кайрĕç, унтах пуçне хучĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех тăлăххăн пурăнтăм, арçын тĕрекне кураймарăм, - терĕ хурланса кинемей.
Кинемейпе калаçса ларнă май, ун çине пăхса тĕлĕнетĕп: нивушлĕ вăл 100 çулта; Ку таранччен шыв витрине те хăех йăтнă, килти çăмăл ĕçсене те тунă, анчах кăçалтанпа ура вăйĕ чакни пирки кулянарах калаçрĕ вăл. Çынпа халĕ те вăр-вар калаçать, ăс-тăнĕ те çирĕп-ха. Пурнăçри кашни пулăма ас тăвать, анчах кăшт хăлхи илтмест. 100 çула çитме çăмăл-ши тесе ыйтсан, кинемей çапларах хурав пачĕ: “Хама 100 çула çити пурăннă пек туйăнмасть. Питĕ нумай пурăнатăп. Тус-тантăшсем вилсе пĕтрĕç. Ĕмĕр тăршшĕпех çырмаллă вырăнта пурăнтăм, кашни кун анаталла-тăвалла утнипе сывлăх çирĕпленсе пычĕ пулмалла. Нихăçан та нăйкăшса алă усса ларман, чупса-утса çÿресе, колхоз ĕçĕнчен юлман, пенсие тухсан та чылай çул юратнă ĕçре тимлерĕм. Больницăна кайса çÿремен, эмелпе усă курман. Эрехпе аташман, ялан уçă сывлăшра çÿреттĕм. Хутла вĕренмен эпĕ, хам тĕллĕн майĕпен çыру ĕçне хăнăхрăм. Укçа шутне аван пĕлетĕп. Халĕ пурнăç чылай çăмăлланчĕ. Çамрăксем пирĕн пек нуша ан курччăр, телейлĕ пурăнччăр”.
Акулина Ивановна ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленипе, ялти çынсемпе вашават пулнипе ырă ят çĕнсе илнĕ, хисепе тивĕçнĕ. Паян ĕç ветеранĕ, ялти чи ватă çын мăнукĕсемпе вĕсен ачисене курса савăнать. Кинемей вĕсене иртнĕ пурнăç çинчен каласа парать, лайăхпа япăха уйăрма, пурнăçа юратма вĕрентет, хăйĕн пекех çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сĕнет.
Эпĕ те Акулина Ивановнана тата нумайрах пурăнма ырлăх-сывлăх сунса ăшшăн сыв пуллашрăм.
Л.МЕДВЕДЕВА.