Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хурашаш шкуле 120 султа

Пĕрремĕш Хурашашри шкул районти ватă шкулсенчен пĕри шутланать. Хăйĕн ырă ĕçĕсемпе, вĕренекенĕсемпе, учителĕсемпе мухтава тивĕçлĕ Хурашаш шкулĕ 120 çул тултарчĕ. Çавна май шкул кунта ĕçленĕ педагогсене, ветерансене, вĕренсе тухнисене, хальхи вăхăтра ăс пухакансене тепĕр хут хăй ытамне йыхăрчĕ, тĕл пулăва чĕнчĕ. Коллектива уяв ячĕпе саламлама райадминистрацин пуçлăхĕ А.Криков, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ А.Тверсков килсе çитрĕç, ытти хăнасем те чылаййăн пулчĕç.

Уява пухăннисене шкулта тимлекенсем чăвашсен ырă йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, шкул пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашма малалла иртме сĕнчĕç.

Палăртма кăмăллă, шкул юбилейне кунти педагогсемпе вĕренекенсем тĕплĕн хатĕрленнĕ: тĕрлĕ стендсем, ачасен ал ĕçĕсем, чечексем, шарсем нумай. Шкул картишĕ темĕнле асамлă тĕнчене аса илтерет, пĕтĕмпех капăрлатса илемлетнĕ. Чылай çул каялла тăван шкулпа сыв пуллашнисем, халĕ уява, тĕл пулăва килсе çитнисем пĕр-пĕринпе курса калаçрĕç, юратнă учителĕсене вĕрентсе ăс панăшăн чĕререн тав турĕç, шкул çулĕсене аса илсе хурланчĕç те. Чылайăшĕ шкул пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашас тесе классене кĕрсе çÿрерĕ, унти хăтлăха курса савăнчĕ.

Палăртнă вăхăт çитсен шкул директорĕ В.А.Ядранская сăмах илчĕ, уяв уçăлни пирки пĕлтерчĕ, Пĕрремĕш Хурашаш шкулĕ уçăлнăранпа 120 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ мероприятие килсе çитнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ, шкул историйĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ.

- Ялăн сăн-сăпачĕ, улшăну тапхăрĕ чиркÿрен пуçланнă. Ăна кунта йывăçран 1869 çулта туса лартнă. Кунти чиркĕве Тихăнушкăнь, Тракушкăнь, Хусанушкăнь, Сĕнтĕкçырми, Тури Çĕрпÿкасси, Çĕн Атикасси, Кив Атикасси тата Пĕрремĕшпе Иккĕмĕш Хурашаш ялĕсенчен çÿренĕ. Паллах, ку вăхăтра хутла пĕлекенсем питĕ сахал пулнă.

Халăх ыйтăвне шута илсе тата вĕсен пулăшăвĕпе усă курса Чĕмпĕр кĕпернинчи Кăрмăш уездне кĕрекен Хурашашри чиркÿ çумĕнче те 1886 çулхи çулла пĕр класлă йывăç шкул çурчĕ туса лартаççĕ. Çапла вара çав çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме тытăнать, яланлăхах историе  кĕрсе юлать. Кун çинчен Ульяновскри архивра упранакан документсем те лайăх çирĕплетсе параççĕ.

Чи малтанхи вĕрентекенсем çак ялти Федор Максимович Чумейкинпа (вăл шкул заведующийĕ пулнă) Пелагея Тимофеевна Элеменкина пулнă. 1933 çулта, чиркÿ хупăнсан, 5-7 классем уçнă, чи малтан çиччĕмĕш класран 17-ĕн вĕренсе тухнă. Пĕрремĕш директор Леонид Иванович Журавлев пулнă.

Никон Андрианович Григорьевский директор шкулшăн питĕ нумай тăрăшнă. Ватă салтак учитель тивĕçне яланах таса та çÿлте тытма тăрăшнă, ыттисене те çавăн пекех пулма ыйтнă.

Шкулта 20-40 çултан кая мар ĕçленĕ педагогсене те асăнмасăр иртме çук. Акă вĕсем: З.В.Журавлева, Ф.С.Егорова, Ф.Р.Симонова, Г.П.Ильина. Р.Ф.Андреева, Г.И.Пакрушов, М.Н.Крыцовкина-Филиппова. Çак хушăра шкулта вун тăватă директор, тăхăр вунă учитель ĕçленĕ. Вĕсем сакăр ялти 1522 ачана вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕренсе тухнисенчен 26-шĕ шкула Мухтав хучĕсемпе пĕтернĕ. Акă, Н.П.Прокопьев, К.П.Паденов (Тури Çĕрпÿкасси), А.Ф.Альдяков, Г.Н.Григорьев (Иккĕмĕш Хурашаш) - наука кандидачĕсем, теприсем - офицерсем, учительсемпе тухтăрсем.

Ял хуçалăх ĕçĕнче палăрнисем те чылаййăн. Тĕслĕхрен, Н.В.Никитин, А.Я.Маркелов, Н.К.Самсонов, А.Н.Давыдов, В.Н.Григорьев тата ыттисем те. Вĕренсе тухнисенчен 150-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ, вĕсенчен 8-шĕ - наука докторĕсемпе кандидачĕсем.

Юлашки çулсенче демографилле лару-тăру япăхланса пынă май, шкулта ачасен шучĕ палăрмаллах чакса ларчĕ. Ку пулăм пур шкулсенче те çаплах. Акă, кăçал Хурашашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 47 ача вĕренчĕ. Вĕсене 14 педагог ăс пачĕ, унсăр пуçне шкул çумĕнче шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ ĕçлерĕ, унта 16 ача çÿрерĕ.

Шкулта учительсен шучĕ пысăк мар, çапах та вĕсем кашни вĕренекене çирĕп пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулнех илер. 47 ачаран 6-шĕ “5” паллăпа вĕренÿ çулне вĕçлерĕ, 20-шĕ “4” тата “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пычĕ.

Шкулти ачасем спортпа питĕ туслă. Вĕсем районта пулса иртекен ăмăртусене хастар хутшăнаççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ, - терĕ шкул ертÿçи В.А.Ядранская.

Унтан вăл пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, шкул юбилейне килнисене чĕререн тав турĕ, коллектив ячĕпе пысăк мероприятие ирттерме спонсорла пулăшу панисене ятран асăнчĕ.

Малалла шкул ертÿçи ачасене ăслă-тăнлă çын пулма вĕрентессишĕн ырми-канми тăрăшакан педагогсене Хисеп грамотипе наградăларĕ, “4” тата “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан ачасене те манмарĕ.

Райадминистрацин пуçлăхĕ А.И.Криков шкулăн историйĕ пуян пулнине палăртрĕ, кунти шкулта та ачасен йышĕ чакса пыни пирки пăшăрханса калаçрĕ, ачасене пĕлÿ парас ĕçре чылай çул тимлекенсене райадминистраци ячĕпе Хисеп грамоти парса чысларĕ.

Вĕсем: Л.П.Ягодейкина, М.А.Петрова, Е.И.Петрейкина. Александр Иванович юбилей ячĕпе шкула 2 камерлă холодильник парнелени пирки пĕлтерчĕ.

Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ А.И.Тверсков педагогсене çăмăлах мар ĕçре ăнăçу сунчĕ, Л.А.Петровапа А.Ю.Петрова, Н.П.Никитинпа В.Е.Ягодейкина педагогика ĕçĕнче чылай çул тимленĕшĕн Хисеп грамоти парса хавхалантарчĕ.

Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Н.Самсонов та сăмах илчĕ. Сăмах май, вăл хăй те çак шкулта вĕреннĕ. Çавна май Александр Николаевич кунти педагогсене, хăйне вĕрентнĕ учительсене чĕререн тав турĕ, хальхи коллективра юрă-ташăра палăрнисене Мухтав хучĕсем парса хавхалантарчĕ.

Шкул юбилейне килсе çитнĕ хăнасенчен ытларахăшĕ, паллах, çак шкултан вĕренсе тухнă, вĕсем учительсене чи ăшă сăмахсем каларĕç, вĕрентсе ăс-тăн панишĕн, тÿсĕмлĕхшĕн тав турĕç. Вĕсем: А.Г.Праулов (вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ), А.Н.Давыдов (“Победа” ЯХПК ертÿçи), Н.А.Ярдыванкин (“Санкинский” хуçалăх ертÿçи), Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнчи Мельниковсем (виçĕ пĕр тăван), П.К.Волков (Тихăнушкăнь), Л.И.Гомелева (“Килĕшÿ” кредит кооператива ертсе пыракан ), А.Ф.Соловьевпа В.П.Журавлев вырăнта пурăнакансем тата ыттисем те. Шкул юбилейĕ ячĕпе Хусанушкăнь ял тăрăхĕн депутачĕ Н.В.Варламова (вăл хăй те çак шкулта ăс пухнă) ялти чи  хисеплĕ учительсене Г.И. Пакрушовпа Р.Ф.Андреевана парне парса хавхалантарчĕ, телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕ.

Юлашкинчен шкул директорĕ юбилей ячĕпе килсе çитнĕ саламлă çырусене вуласа пачĕ. Педагогика ĕçĕнче тăрăшакансем, шкул ачисем хăнасене илемлĕ юрă-кĕвĕпе, сăвă-шÿтпе савăнтарчĕç. Уява çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулу малалла тăсрĕ.

Шкул юбилейĕпе пурте кăмăллă пулчĕç, пĕрле вĕреннисемпе курнăçса калаçнăшăн чунтанах савăнчĕç.

Л.ШИВИРКИНА.

 



"Пирěн пурнăç"
14 июня 2006
00:00
Поделиться