Юратнă ĕç вăй хушса пырать
Çак кунсенче манăн Мăн Этменти вăтам шкулта пулса курма тÿр килчĕ. Кунта пултаруллă, шкулăн чыс-сумне çĕклекен педагогсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - коллективра хастарлăхĕпе, пуçарулăхĕпе ырă ята çĕнсе илнĕ Валерий Иванович Ярабаев. В.Ярабаев 34 çул ĕнтĕ çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшать. Ырă кăмăллă тата пуринпе те сăпайлă, вĕренекенсемшĕн тем тума та хатĕр педагога шкул ачисем те кăмăллаççĕ. Пĕрремĕш категориллĕ учитель шкулта аслă вожатăй, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлать, музыкăпа рисовани предмечĕсене вĕрентет. Унсăр пуçне шкула кайма хатĕрленекен ушкăнри ачасене юрлама-ташлама хăнăхтарать. Пĕлÿÿ, опыт, çаврăнăçулăх пур çĕрте те кирлĕ. Валерий Ивановичăн çак пахалăхсем çителĕклех. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ĕçне шкул, район, республика, Раççей шайĕнче тивĕçлипе хакласа Хисеп грамотисемпе, дипломсемпе чысланă.
Шкулта ĕçленĕ вăхăтрах В.Ярабаев обществăлла ĕçре активлăх кăтартать. Вăл Мăн Этмен ял тăрăхĕ çумĕнчи «Шанчăк» пултарулăх коллективне ертсе пырать. Сăмах май, тăрăшуллă учитель пĕлтĕрхи суйлавра ял тăрăхĕн депутатне те суйланчĕ. Кăмăлĕпе те, сывлăхĕпе те ачасен интересĕсене хÿтелес енĕпе хурçă пек çирĕп, мал ĕмĕтлĕ учитель чăннипе те пысăк чыс-хисепе тивĕç. Пухнă опычĕпе, юратнă ĕçĕ пирки сăмах пуçарсан Валерий Иванович хăйĕн ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе хаваспах паллаштарма кăмăл турĕ.
- Кашни çыннăн хăйĕн тайăнĕ пур, - теççĕ халăхра. Манăн пурнăç вара шкулпа çыхăннă. Куншăн эпĕ пачах кулянмастăп. Чун туртăмĕпе суйласа илнĕ ĕç ытамĕнче хама телейлĕ туятăп. Музыкăпа поэзие юратни, ÿкерес, юрлас енĕпе Турă талант пани шкулта воспитани ĕçĕсене ертсе пынă чух пулăшса пырать, хавхалану кÿрет. Шкулта яваплă тивĕçсене пурнăçланă май, пур çĕре те çитмелле, вĕренекенсен канăвне интереслĕрех те туллирех ирттерес тесен пĕрмай çĕннине шырамалла. Ачасен чун-чĕри вара техникăран та кăткăсрах, пыр-ха, туп, кашнин валли уççине. Чăннипе, ачасемпе пĕрле кун каçа ĕçлесен те ывăннине сисместĕп. Тантăшсем тĕл пулсан та: «Виçĕ ача ашшĕ пултăн, çаплах ватăлмастăн-çке эсĕ», - тесе тĕлĕнеççĕ. «Ĕçĕ çавнашкал манăн, - тетĕп, - ачасемпе юнашар чухне ватăлма юрамасть».
- Валерий Иванович, паянхи пурнăçра тÿнтерле ÿкерчĕксем курма пулать: ачасем çамрăклах сăра-эрех ĕçеççĕ, пирус мăкăрлантараççĕ. Шкулта воспитани енĕпе мероприятисем ирттеретĕр-и;
- Пурнăç улшăнса пынăçемĕн ачасене воспитани парасси питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланатăн. Çавăнпа та мероприятисене уяв пек ирттерме, унта кашни ачана явăçтарма, вĕсене хавхалантарма тăрăшатăп. Вĕренекенĕн урама мар, шкула чун турттăр тесе вăй хуратăп. Шкулта ĕçленĕ тапхăрта акă мĕн ăнлантăм: нихăçан та ачасен ырă ĕçĕсемшĕн ăшă сăмах калама хĕрхенмелле мар. Ачасене юратсан, вĕсен кашнин шăпи учителе хумхантарсан ĕç ăнатех.
- Район, республика шайĕнче иртекен конкурссенче Мăн Этмен шкулĕнчи ачасем малти вырăнсене тухма пултарнине мĕнле хаклатăр;
- Вĕренекенсем мероприятисене хаваспах çÿрени, вĕсен обществăлла активлăхĕ çулран-çул ÿссе пыни савăнтарать. Акă, райадминистраци Çĕнĕ çул умĕн ирттернĕ смотр-конкурсра шкул малти вырăна çĕнсе илчĕ. Ку, паллах, ачасен тăрăшулăхĕн тÿпи. «Чăваш ен - ман тăван ен» викторинăна та вĕренекенсем пысăк хастарлăхпа хутшăнса Патшалăх Канашĕн депутачĕн П.Семеновăн елкине кайма тивĕçрĕç. Республика шайĕнче иртнĕ «Пĕчĕк çеç путене» фестивальте те фольклор ушкăнĕ лауреат ятне çĕнсе илчĕ.
- Пĕр пытармасăр каласан, ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре сирĕн, Валерий Иванович, тÿпе пысăк. Малашне те çак пархатарлă ĕçре ĕçлеме вăй-хал, чăтăмлăх сĕнетĕп, çавăн пекех юбилей ячĕпе чун-чĕререн ырлăх-сывлăх сунатăп.